Эсир хăвăрăн сывлăх пирки тĕплĕнрех пĕлесшĕн-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 25.07.2025, 12:46 Просмотров: 146

КИРЕК камшăн та çĕр çинчи чи пысăк пуянлăх - сывлăх. Республика Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе йĕркеленсе пыракан "Сывлăх патне утăм" проект та çавăнпах çыхăннă. Сăмах май каласан, асăннă проект пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те ăнăçлă пурнăçланса пырать. Иртнĕ эрнекун, сăмахран, тĕп больницăн тухтăрĕсен куçса çỹрекен "сывлăх центрĕ" Первомайскинче пулчĕ. Территори пайне кĕрекен кашни ялтанах çынсем сывлăхне тĕрĕслеттерес, кирлĕ сĕнỹ-канаш илес тĕллевпе йышлăн пуçтарăннă. Мĕн пурĕ 200 çын ытла сывлăх сиплевçисемпе куçа-куçăн калаçса хăйсен ыйтăвне татса панă.

Паян тухтăрсем Аслă Чемен территори пайĕнче хăйсен ĕçне малалла тăсаççĕ.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика