Вĕресе тăран вăй-халлă, пул, тăванăм, ĕмĕрех

Категория: Публикации Опубликовано: 18.07.2025, 17:23 Просмотров: 204

Александр Пыркин шăпах 70 çул каялла Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнче çуралнă. Вĕсем иккĕн пĕр тăван пулнă: Ваççа тете тата Санька тете. Амăшĕ, Акуш аппа, ывăлĕсене ура çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшнă.

Александр Петрович 1973 çулхи кĕркунне салтак аттине тăхăннă. Байконурта ракетчик-связист пулса службăра тăнă. Конституци тивĕçне пурнăçласан килне таврăннă. Мăшăрланнă. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе çемьене тĕрек панă.

Галина Филипповнăпа пĕрле икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса пурнăçăн анлă çулĕ çине тăратнă. Асли, Эдуард, Шупашкарта пушар хуралĕнче ĕçлет. Кĕçĕнни Константин та çак енĕпех кайнă. Вăл Патăрьелĕнчинче вăй хурать. Лариса Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче ĕçлет.

Ăрăва малалла тăсакансем пурте çемьеллĕ. Хĕрĕ Анат Туçари Александр Кузнецовпа пĕрлешнĕ. Çулла час-часах Санька тетене пулăшма килеççĕ. Кукашшĕ мăнукĕсемпе чунтан савăнать.

Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать Александр Петрович. "Чун киленĕçĕ те вĕсем çинче", тет сăмах пуçарнă май.

 Кил картинче мĕнле кăна чăх-чĕп çук пулĕ? Витере сысна çурисем тата. Унчченрех ирпе тăрсан ĕне сумалла пулнă. Юрать пулăшаканĕ пур.

 Пурнăç пĕр тикĕс килмест çав. Хальхи вăхăтра сĕтел тулли апат хатĕрлеме Люба инке пулăшать. Хăнасене яланах тарават кĕтсе илеççĕ вĕсем.

 Кирек хăш ĕçе те йышпа пурнăçлатпăр. Çуллахи вăхăтра выльăх апачĕ хатĕрлемелле. Картиш тулли сурăх-путек тăванăмăрăн. Вĕсемпе епле савăнмăн!

 Ирпе ирех вăранатаь кил хуçи. Хуçалăхра тата Беларусь трактор, мотоблок, электровелосипед пур. Вероника, Стасик тата кĕçĕнни Ева çăмăл автомашинăпа лавккана тутлисем илме çỹреççĕ. Мĕнле савăнмăн мăнуксемпе. Саккăрăн сак тулли çитĕнеççĕ вĕсем. Кинĕсемпе те кăмăллă ватă

 Александр Пыркина 70 çул тултарнă тесе ниепле те калаймăн. Яланхиллех ĕçчен те хастар вăл. Пĕрле ĕçленисем курмассерен сывлăх сунаççĕ. Ĕмĕрĕ вăрăм пултăрах унăн.

Николай ЕЛЛИН

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика