Ĕçлекене - сум, хисеп

Категория: Публикации Опубликовано: 18.07.2025, 17:20 Просмотров: 139

 Раççейре куç курманнисен пĕрлешĕвне туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă турĕç. Чăваш Республикинче çак организаци 95 çул ĕçлет.

Патăрьел тата Шăмăршă муниципалитет округĕсен пĕрлешĕвĕнче 121 çын тăрать. Вĕсем сывлăхĕсене кура тĕрлĕ мероприятие явăçаççĕ. Хастарсене чысĕ те çитрĕ. Пĕрлешỹ секретарьне Любовь Макаровăна уявра "Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тата Тав хутне илнĕ май саламларĕç, Николай Лепешкина, Елена Алексеевăна, Зоя Степановăна, Любовь Нянинăна Тав хучĕсем пачĕç.

Куç курманнисен пĕрлешĕвĕнче 23 çул вăй хурать Любовь Макарова. Çак хушăра хăйĕн ĕçне тĕплĕн пурнăçласа пырать. Пулăшу кĕтекенсене алă тăсса пама тăрăшать. Вĕренес ĕмĕтлисене професси илме пулăшать. Вĕлле хурчĕ ĕрчетме, йывăçран япаласем касса кăларма шут тытнисем хушма ĕçлĕ пулчĕç. Сывлăхĕсене çирĕплетмешкĕн санаторисене каймалли путевкăсемпе те тивĕçтерме май тупать.

 Вырăнти пĕрлешĕве Елена Алексеева ертсе пырать. Йышпа пурăнма аванрах. Пĕрлешĕве кĕрес тесен Патăрьелĕнчи бизнес-инкубатор çуртĕнчи 108-мĕш кабинета пымалла.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика