Çамрăк пăрусем хăтлă витере ỹт хушĕç
Иртнĕ шăматкун, Питрав уявĕн кунĕнче, Патăрьел муниципалитет округĕшĕн паллă тата асра юлмалли пулăмсем çырăнса юлчĕç. Вĕсенчен пĕри - акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕнче çамрăк пăрусене самăртмалли комплексăн пĕрремĕш вити хута кайни. Сăмах май, иккĕмĕш витине те юнашарах тума пикеннĕ.
Патăрьел муниципалитет округĕнче ăнăçлă та тухăçлă аталанса пыракан "Батыревский" пĕрлешỹ ĕçченĕсен савăнăçне пĕрле пайланă, объекта уçнă çĕре Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, депутатсем, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, агропромышленность комплексĕн ветеранĕсем, пĕрлешỹ ĕçченĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç.
Çамрăк выльăхсене самăртакан 200 вырăнлă ку чухнехи хăтлă цеха пĕрлешỹ хăйĕн вăйĕпе тунă. Малашне хуçалăха пысăк тупăш паракан объект 23 миллион тенке ларнă. Паянхи кун "Батыревский" пĕрлешỹре 1110 мăйракаллă шултра выльăх шутланать. 420 сăвăнакан ĕне. Кашни ĕнерен талăкра 28,5 килограмм сĕт суса илеççĕ.
Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çакăн пек объектсем хута кайни ял халăхне ĕçпе те, тивĕçлĕ шалупа та тивĕçтерме май панине палăртрĕ.
- Патăрьел муниципалитет округĕ республикăри социаллă пурнăçпа экономикăна аталантармалли планпа килĕшỹллĕн 2030 çул тĕлне хамăр тăрăха тата 7 миллиард тенкĕлĕх инвестицисене явăçтарасшăн. Ку вăл пĕлтерĕшлĕ 87 проектпа çыхăннă,- палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Рудольф Васильевич Республика Пуçлăхне Олег Николаева тата правительствăна агропромышленность комплексне, яла аталантарма майсем туса панăшăн тав сăмахĕ каланă май.
"Агро-Союз" кооператив - аш-какай тирпейлекен çĕнĕ цех
Çак кунхинех Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патăрьел муниципалитет округĕнче аш-какай тирпейлекен çĕнĕ цеха уçнă çĕре хутшăнчĕ. СССПК "Агро-Союз" хамăр тăрăхра выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерсе илекенсен продукцийĕнчен çулталăкне 110 тонна аш-какая тирпейлесе вырнаçтарĕ. Проекта патшалăх пулăшăвĕпе пурнăçа кĕртнĕ. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 63 миллион тенкĕ. Вĕсенчен 39 миллионне шăпах патшалăх кооператива пурлăхпа техника базине пуянлатма грант уйăрнă.
"Батыр" суту-илỹ çурчĕ вырăнти продукцие сутма пулăшĕ
Юлашки çулсенче Патăрьел ялĕнче хăтлă суту-илỹ çурчĕсем пĕрин хыççăн тепри хута кайни те ял халăхĕ ытлă-çитлĕ пурăннине çирĕплетет. Çакна та палăртма кăмăллă: халяль продукцине сутакан "Батыр" суту-илỹ çурчĕ малашне Патăрьел муниципалитет округĕнче тата Чăваш Енре туса илнĕ продуктсенчен хатĕрленĕ апат-çимĕçе ытларах (65 процент) сутĕ. Суту-илỹ çуртĕнче уçăлнă халяль çимĕçĕпе, халăхăн ыйтăвне тивĕçтерекен ытти çăмăллăхсемпе ял, округ халăхĕ те кăмăллă.
ХАКЛАВ
Валентина Петрова, Патăрьел ялĕ, нумай ачаллă амăшĕ:
- Патăрьел муниципалитет округĕнчи ял территорийĕсенче çамрăксене, халăха пурăнма хăтлă условисем пулни савăнтарать. Çакă, паллах, чăн малтанах Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе пулса пырать. Çак кунсенче çеç хута кайнă "Батыр" суту-илỹ çурчĕ пирĕн çемьешĕн çеç мар, ыттисемшĕн те тавар туянмалли, хамăрăн ытти ыйтăва тивĕçтермелли центр пулса тăчĕ.
Центра тунă чухне уйрăмах çамрăксен шухăшне шута илни, вĕсем валли хушма ĕç вырăнĕсем уçни питех те кăмăллă.
Альбина ЕГОРОВА
Август 2026 |
