Мотоцикл çăмăл техника, çапах хăрушлăх кăтартма пултарать!

Категория: Публикации Опубликовано: 18.07.2025, 17:03 Просмотров: 147

 ÇУ кунĕсем хĕрсе пынă май урамсенче мотоциклпа, питбайкпа кĕрлеттерсе çỹрекенсен шучĕ йышлансах пырать. Çул çитмен ачасем икшерĕн-виçшерĕн пĕр техника çине утланса ларса унталла та кунталла кăнтăрла çеç мар, каçхине те çил пек вĕçтерсе, кĕрлеттерсе çỹреççĕ. Чылайăшĕ пуçне хỹтĕлев шлемне те тăхăнмаççĕ.

 Патăрьел муниципалитет округĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлекен комиссин кашни ларăвĕнчех çакнашкал "Шумахерсем" пирки йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем çырнă протоколсене пăхса тухса кирлĕ йышăну тăваççĕ пулин те, çав-çавах теветкеленсе икĕ кустăрмаллă хурçă ут çине ларакансем сахалланмаççĕ. Çакнашкал тĕслĕхсем нумайланнинче чăн малтанах ашшĕ-амăшĕ айăплă. Кирек мĕнле пулсан та 18 çул тултарман, алла водитель удостоверенине илмен ачана техника туянса памалла мар!

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика