ЧĂВАШ Республикинче, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Республика Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрсе пыракан "Сывлăх патне утăм" çĕнĕ проекта уйрăмах ял çыннисем хапăлласа йышăнаççĕ. Территори пайĕсенче пурăнакансем патне тухтăрсен мобильлĕ ушкăнĕ, медсестрасем, юн анализне илекен лаборантсем кăмăлтан тухса çỹреççĕ. Çапла вара çак кунхине ялта пурăнакан кашни çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме, врачсенчен усăллă канаш тата ыттине ыйтма пултарать.
Иртнĕ эрнере "Сывлăх пункчĕ" Турханта пулчĕ, çак тăрăхра пурăнакансене йышăнчĕ. Çанталăк питĕ шăрăх пулнине пăхмасăрах 200е яхăн çын тĕрлĕ специалист-тухтăр патĕнче пулса хăйсен ыйтăвне татса панă.
Паян "Сывлăх патне пĕр утăм" проектпа округри сывлăх сиплевçисем Первомайски территори пайĕнче пурăнакансене йышăнаççĕ.
Август 2026 |
