Çул çỹреве - кĕнекесемпе

Категория: Публикации Опубликовано: 11.07.2025, 15:52 Просмотров: 184

"Чăваш Енĕн хаваслă çу кунĕсем" проектпа килĕшỹллĕн Чăваш Ишекĕнчи библиотека пунктĕнче "Çуллахи сукмаксем - çул çỹревпе вăйă" вулав ирттерчĕç.

Çу уйăхĕсем - илĕртỹллĕ. Кăмăл та савăк ун чухне: вылятăн, кулатăн. Кĕнеке вулама та пулать. Тĕнче литературинче интереслĕ çул çỹревсем çинчен çырни те сахал мар. Акă, ачасем "Вулав" утравне çул тытрĕç. Анчах маларах çитĕнекен ăрăвăн унăн карттине тупмалла пулчĕ. Ансатах мар иккен. Тĕрĕслевсем витĕр тухма тиврĕ. Литература викторини кĕтрĕ вĕсене. Унтан ачасем пытарнă мула шырарĕç. Вăл кĕнеке тултарнă арча пулчĕ.

Çак кун тĕлне хатĕрленĕ "Çу уйăхĕ - кĕнекесемпе" выставка та илĕртỹллĕ. Унта шкул программипе çыхăннă произведенисем те чылай. Ачасем валли çырнă чĕрчунсем çинчен каласа паракан кĕнекесем те интереслĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика