Тăрăшуллисене - Тав çырăвĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.07.2025, 15:51 Просмотров: 193

Професси уявĕ умĕн Елчĕк почтамчĕн Патăрьел муниципалитет округĕнчи çыхăну уйрăмĕсенчи çак ĕçченсем ĕçри çитĕнỹсемшĕн чыслава тивĕçнĕ:

- Патăрьелĕнчи почта çыхăну уйрăмĕн иккĕмĕш класлă операторĕ Антонина Петровна Павлова "Раççей почтин" акционерсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Республикин управленийĕн директорĕн Тав çырăвне;

- Ишлĕри почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Людмила Анатольевна Юркина, Шăнкăртамри почта çыхăну уйрăмĕн виççĕмĕш класлă почтальонки Рушания Алимзяновна Земдиханова, Çĕньялти почта çыхăну уйрăмĕн виççĕмĕш класлă почтальонки Марина Федоровна Сулагаева, Турханти почта çыхăну уйрăмĕн виççĕмĕш класлă почтальонки Елена Петровна Яковлева, Первомайскинчи почта çыхăну уйрăмĕн иккĕмĕш класлă почтальонки Вера Анатольевна Ягудина "Раççей почтин" акционерсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Республикин управленийĕн директорĕн Тавне;

- Ишлĕри почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Людмила Анатольевна Юркина республикăри çыхăну ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн Хисеп хутне.

х х х

Елчĕк почтамчĕн начальникĕ Алина Головина Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи почта çыхăну уйрăмĕсенче вăй хуракансене, çавăн пекех почта ветеранĕсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав туса професси уявĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлать. Малашне те вĕсем почта аталанăвне хăйсен тỹпине хывасса шанса çирĕп сывлăх, телей, ăнăçусем сунать.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика