Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халласа вăл çуралнă ялта, Тутарстан Республикинчи Сиктĕрмере, пĕтĕм Раççейри чăвашсен "Уяв-2025" уявĕ тăваттăмĕш хут иртнĕ. Унта тĕрлĕ çĕртен 20 пине яхăн çын хутшăннă. Фестиваль-конкурс, спорт ăмăртăвĕсем, ăсталăх класĕсем пулнă. "Раççей чăваш пики" конкурс та йĕркеленĕ.
Мероприятие пирĕн округри "Чемен", "Пашьел" халăх ансамблĕсем, купăсçăсен "Салам" ушкăнĕ, Сăкăт халăх хорĕ, "Ассорти" ташă ушкăнĕ (Аслă Чемен ялĕнчен) хутшăннă. Куракансем, чăваш халăх юрри-ташшине, культурине юратакансем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен çитнĕ пултарулăх ушкăнĕсем наци йăли-йĕркине туллин кăтартса панăран пысăка хурса хакланă.
Уява хутшăнакансен ĕлĕкхи хресчен çурчĕсемпе, шыв арманĕпе тата ытти япаласемпе паллашма май пулнă.
(Хамăр корр.)
Август 2026 |
