Калаçар-ха сывлăх çинчен

Категория: Публикации Опубликовано: 11.07.2025, 15:42 Просмотров: 182

Юлашки çулсенче кил-çуртра пуçтарăнакан çỹп-çапа ятарлă контейнерсем çине пăраха пуçларăмăр. Çакăн хыççăн çулсем хĕррипе, юхан шывсен çыранĕсемпе выртса çỹрекен çатăрка пакетсем сайрарах курăнма пуçларĕç. Çакна ырламалла. Анчах тепĕр кăлтăк та пур. Çуртра усă курнă çутă перекетлекен лампочкăсене те, батарейкăсене те çак контейнерсем çинех пăрахаççĕ. Вĕсем вара сывлăхшăн сиенлĕ. Лампочкăсенче ртуть тата хура тăхлан пур. Батарейсенче магни, ртуть, тăхлан, хура тăхлан, никель, цинк, кадми пуррине палăртаççĕ. Усă курнă пĕр батарей 400 литр шыва варалама пултарнине çирĕплетеççĕ. Турханти волонтерсем Анатолий Кольцов çемье врачĕн тухтăрĕпе вĕсене ятарласа пухассине те йĕркеленĕччĕ. Тĕслĕх илекенсем пулчĕç е çук, çирĕплетсе калаймăн.

Тепĕр пуçаруçа та палăртса хăварас килет. Кзыл Чишмари Арслан Селимгереев педагог-ветеран та темиçе çул каярах усă курнă çутă перекетлекен лампочкăсене пухассине тивĕçлипех йĕркеленĕччĕ. Шкулта юсав хыççăн улăштарнисене пĕр тĕркеме çыхса хурса тата усă курнă çутă тивĕçтерĕвĕсене çырма-çатраран пуçтарса ырă ĕç тунăччĕ. Вĕсене тепĕр хут ĕçе ямашкăн ятарласа Шупашкарах леçнĕччĕ. Çак ĕçре Арслан Сафагереевича Тутар Сăкăтĕнчи Зуфар Сабитов пулăшнăччĕ.

Сывлăхшăн сиенлĕ япаласем кăларакан хутăшсене çырма-çатра çыранĕсемпе юхтарни вырăнсăр. Халăхра онкологи чирĕ палăрать тетпĕр. Апла пулсан хамăр сывлăхшăн хамăрăнах шутламалла. Çỹп-çап пухакан контейнерсене пăрахни те вырăнлă мар. Вăл унтан пĕрех свалкăна çеç каять. Пĕр вырăна хурса уйрăммăн тепĕр хут ĕçе яма леçнинчен лайăххи çуках.

Надежда ЗАЙЦЕВА, Патăрьелĕнчи врач офисĕн медицина сестри

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика