Пĕр ĕмĕре кĕтсе илчĕ кинемей

Категория: Публикации Опубликовано: 11.07.2025, 15:29 Просмотров: 185

100 çул... Шăпах çакăн чухлĕ пурăнать çĕр çинче Треньелĕнчи Анастасия Пыркина. 1925 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче Иван Петровичпа Евдокия Терентьевна Пыркинсен çемйинче кун çути курнă. Ялти шкулта тăватă, Тăрăнта виçĕ çул вĕреннĕ. Малалла ăс пухма май килмен.

Кинемейĕн пурнăçĕнче хури-шурри çителĕклех пулнă. 13 çулта чухне амăшĕсĕр тăрса юлнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ашшĕ фашистсене хирĕç çапăçма тухса кайнă.

 - Тăватă çула тăсăлнă вăрçă ман пурнăçра тарăн йĕр хăварчĕ. Ялти лашасене фронта илсе кайса пĕтерчĕç. Ака-суха тумаллах. Хĕрарăмсем пĕр çĕре пухăнса мĕн тумалли пирки шухăшлатчĕç те ĕçе пикенетчĕç. Çĕр улми лартă чухне пĕри ĕнси çине минтер хурса суха пуçне кỹлĕннĕ, тепĕр иккĕш-виççĕш ик айккипе тăрса тытса пынă. Çапла кунне икĕ пахчана хуратнă, - тесе аса илет тыл ветеранĕ.

Анастасия Ивановна ял хĕрĕсемпе пĕрле Сăр хĕрне окоп чавма та кайнă. Унта та аслисемпе пĕр тан тар тăкнă.

 20 çулта чухне Анастасия Пыркина ял каччипех çемье çавăрнă. Вĕсен ывăл ача çуралнă. Çамрăк мăшăрăн телейĕ нумая пыман. Упăшки Çĕпĕртен таврăнманни ăна чылай хуçса хăварнă. Хĕрарăм ачине йывăрлăхсене пăхмасăр ура çине тăратнă.

Анастасия Ивановна тăватă мăнукĕпе, 6 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. Хăй Владимир мăнукĕн çемйинче хỹтлĕх тупнă. Килĕнче ăна сума сăваççĕ, ялта та вăл хисеплĕ çынсенчен пĕри.

Ĕçлĕхлĕ те тăрăшуллă Анастасия Пыркина тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. Нумай пулмасть вара ăна республикăри Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Николаева Раççейри Хĕрарăмсен канашĕн "Çĕршыв хĕрĕ- сене" медальпе чысларĕ.

- Колхозра ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухрăм. Фермăра конюхра тăрăшрăм, кирпĕч заводĕнче те вăй хутăм. Тырра алăпа выраттăмăр. Шурăмпуçпа ĕçе тухса кайнă та хĕвел ансан çеç киле таврăннă. Çĕрĕпе тăрăшни те пулнă, - тет пĕр ĕмĕре кĕтсе илнĕ кинемей.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика