Руслан Валиуллин - саппасри подполковник. 1985 çулта Патăрьел районĕнчи Тутар Тимеш ялĕнче çуралнă.
Украинăри ятарлă çар операцийĕпуçлансан вăл унта мобилизаципе кайнă. Малтан - полк, кайран часть командирĕн заместителĕ пулнă. 2023 çулхи çу уйăхĕнче йывăр амансан службăран кайнă.
Малашне вăл СВОна хутшăнакансене тата ветерансене пулăшакан организацисен ĕçĕ-хĕлне йĕркелĕ. Салтаксемпе вĕсен çывăх çыннисене пăшăрхантаракан ыйтусене татса парассине тимлĕ.
"Время СВОих" регион программи старт илнĕ хыççăн ăнăçлă ĕçлесе пырать. Пирĕн ентеше çакнашкал тивĕç пурнăçлама шанни тата та савăнтарать.
(Хамăр корр)
Август 2026 |
