ХАЛЬХИ вăхăтра кĕсье телефонĕн çăмăллăхĕпе усă куракансенчен мошенниксен серепине сахал мар çакланни пурне те пăшăрхантарать. Пĕр палламан çын теприне улталаса шар кăтартни - преступлени. Шел пулин те пенсионерсене çеç мар, çамрăксене, тухтăрсемпе вĕрентекенсене е тата ытти професси çыннисене те чике тăршшĕ лартаççĕ. Ун пек тĕслĕх пирĕн округра та çине-çинех пулса тăрать. Нумай пулмасть çеç вара тĕп хуламăрти 25 çулхи çамрăк шăл тухтăрне улталанă. Шăнкăрав яракансем "Раççей Почтинчен" тесе ĕнентернĕ. Вĕсем йăнăшпа налук уведомленине çак çын патне ярса панă-мĕн. Çапла майпа ăна патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче мессенджер урлă регистрециленсе йăнăша тỹрлетме ыйтнă. Хыпăнса ỹкнĕ хĕрача вĕсем мĕн каланине пурнăçланă, ăна кредит илсе укçана шанчăклă счет çине куçарса яма та ỹкĕте кĕртнĕ. Çапла вара чиперкке виçĕ миллиона яхăн укçасăр тăрса юлнă.
Август 2026 |
