Строительство ĕçĕсем вăй илеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.07.2025, 19:06 Просмотров: 177

Патăрьелĕнче каналализацин тасатакан сооруженийĕсене реконструкцилес ĕç куллен вăй илсе пырать. Сăмах май, ăна "Инфраструктура пурнăç валли" наци проектĕнчи федерацин "Коммуналлă инфраструктурăна модернизацилесси" проектпа килĕшỹллĕн пурнăçлаççĕ. Пысăк ялшăн пĕлтерĕшлĕ проект хакĕ 600 млн тенкĕ ытларах, ăна кăçалхи ноябрь уйăхĕнче вĕçлеме палăртнă. Çĕнĕ хатĕрĕн хăвачĕ пысăк, талăкра 500 кубла метрпа танлашать. Çакă каяш шыв тухассине кăлтăксăр ĕçлеттерме май парать.

 Хальхи вăхăта тасатакан çĕнĕ сооруженисен тимĕр каркасне сэндвич-панельпе хупласа пĕтернĕпе, тăррине витессине вĕçленĕпе пĕрех. Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса резервуарсем те вырнаçтарнă.

Строительство ĕçĕсем ытти енĕпе те ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Строительсем канализацин тулаш сечĕсене вырнаçтарма тата каяш шыва тасатакан ятарлă комплекса хăпартма пикеннĕ. Таса мар шыв вăхăтлăх упранакан вырăна тăрăллă тума палăртнă, çавна май никĕс ярассипе ĕçлеççĕ.

Июльте ПМК-8 организацинче вăй хуракансем объекта электричествăпа тивĕçтерессипе те тăрăшма пуçламалла.

- Округри çынсен пурнăçĕ хăтлă пултăр тесен пахалăхлă шыв тата каяш шыв тухассине тивĕçлĕ шайра йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та тасатакан сооружение реконструкцилесси вырăнти власть органĕ умĕнче малти вырăнта тăракан тĕллевсенчен пĕри, эпир ăна халь шăпах федераци, регионти влаçсем пулăшнипе, çынсен нушине ăнланса тимлĕх уйăрнипе пурнăçлатпăр, - тенĕ муниципалитет пуçлăхĕ Рудольф Селиванов объектпа паллашнă май.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика