Аттестатпа пĕрле свидетельство илчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 04.07.2025, 19:03 Просмотров: 229

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта "Агрокласс" программăпа ăс пухакансем савăнăçлă лару-тăрура 11 класран вĕренсе тухнине çирĕплетекен аттестатпа пĕрле ятарлă программăпа пĕлĕвне анлăлатнине çирĕплетекен свидетельство, ятран паракан сертификат илчĕç. Çакă Чăваш патшалăх аграри университетне вĕренме кĕрес кăмăллисене хушма бал парать. Студент пулса тăрсан мĕнле мелпе вĕреннине пăхмасăр (укçа тỹлесе е бюджетра) стипендипе тивĕçтереççĕ. Укçана пĕрремĕш семестр тăршшĕпех параççĕ, сертификат вара пилĕк çула тăсăлать.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика