ÇАК кунсенче Патăрьелĕнчи çар комиссариатĕнчен каччăсене умлă-хыçлах салтака ăсатрĕç. Ялсенче вара унчченхи ырă йăла-йĕркене малалла тăсса çамрăксене пысăк йышпа пухса малтан ял кулубĕсенче ăсату каçĕсем йĕркелеççĕ, кайран ашшĕ-амăшĕ килĕнче ывăлне сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килме пил парать, ушкăнпа салтак юррисем шăрантарса ялти урамсемпе утса иртеççĕ... Ку тĕлĕшпе Треньелсем çав тери хастар та, ырă тĕслĕхлĕ те. Ял старости Тамара Соловьева хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере вĕсем Шупашкарти техникумран вĕренсе тухнă Александр Кошкина ватти-вĕтти ял клубне пуçтарăнса салтак тивĕçне чыслăн та хисеплĕн пурнăçласа килме ырă суннă, каччăна хулпуççи урлă ал шăлли çактарса янă. Василий Лепешкин купăсçă вара ăсату каçне мĕн пуçласа вĕçне çитичченех илем кỹнĕ, çамрăксене юрлаттарнă-ташлаттарнă.
Кивĕ Катексем те Алексей Носова Конституци тивĕçне чыслăн пурнăçласа таврăнма пил панă. Сăмах май каласан, каччă Туçа тата Çĕнĕ Ахпỹрт территори пайĕсенчен кăçал салтак аттине тăхăнакан пиллĕкмĕш йĕкĕт.
Апрель 2026 |
