Мăнкун çăмартине ăçта хумалла?

Категория: Публикации Опубликовано: 27.06.2025, 20:02 Просмотров: 118

Хăшĕ-пĕри типĕ вăхăтĕнче виçĕ кун типĕ тытнă хыççăнах чиркĕве кайса сыпать. Çакă тĕрĕс-и? Çакна та пĕлес килет: Кăчăкă уявĕнчи турăш умне хунă кăчăкă турачĕсене, Мăнкунти çăмартана ăçта хумалла, мĕн тумалла?

 Анна П.

Ыйтăва Виç ипостаçлĕ Таса Турра асăнса Туçара лартнă чиркỹ настоятелĕ Николай Марков протоиерей хуравлать:

- Типĕ тытмалла е çук? Ку, паллах, çын сывлăхĕнчен килет. Чиркỹ саккунĕнче сыпас умĕн виçĕ кунран кая мар типĕ тытмалла тесе çырни пур. Çак шута апат тĕлĕшĕнчен чару пулни çеç кĕмест. Çав вăхăтра усал йăла-йĕркерен пăрăнни, чунпа тасални пĕлтерĕшлĕ.

Уявра турăш умне хунă кăчăкă туратне çунтарма юрать. Кĕлне çын çỹремен вырăна, тĕслĕхрен, йывăç айне, чавса чикмелле. Мăнкунри сăвапланă çăмартана вара çунтармалла мар, мĕншĕн тесен ăна çĕмĕрсен ăшĕнче Турă Амăшĕн сăнĕ курăннă тĕслĕхсем те пулнă. Çăмартасене пĕр-пĕр йывăç айне чиксе хурсан аван. Çын утса çỹремен çĕрте.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика