Муниципалитет округĕнчи Ахмеевсем социаллă сферăра ĕçлесе хăйсен тăрăшулăхĕпе палăрнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле стаж 149 çулпа танлашать. Çитĕнекен ăрушăн тĕслĕхлĕ çакă.
Ĕçе пуçласа пуçăнаканĕ Александра Моисеевна. Вăл халăха социаллă пулăшу паракан пайра 1964 çулта аслă инспектор пулса ĕçе кỹлĕннĕ. Каярахпа социаллă хỹтлĕх пайĕн заведующийĕн çумĕ пулнă. Унтан Раççей Пенси фончĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн пенси тỹлевĕпе ĕçлекен пайăн начальникĕн çумĕнче ĕçленĕ. Пĕрлехи стажĕ 38 çула çитнĕ. Ĕç ветеранĕн "РСФСР социаллă тивĕçтерỹ отличникĕ" паллă пур. Çавăн пекех ăна "Чăваш АССРĕнчи социаллă тивĕçтерĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят парса та чысланă.
Валентина хĕрĕ те çынсене пулăшу парас ĕçе кăмăлланă. Аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн социаллă тивĕçтерỹ центрĕн килсенче пăхакан уйрăма вырнаçнă. Юратнă ĕçре Валентина Краснова 32 çул ытла вăй хурать. Тăрăшулăхшăн Чăваш Республикин тата Раççейри ĕç министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Ĕç ветеранĕ те Валентина Васильевна.
Александра Моисеевнан пĕр тăванĕ Галина Паукина социаллă хỹтлĕх тата Пенси фончĕн специалистĕнче 34 çул ĕçленĕ. Тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн ăна Чăваш Республикин социаллă тивĕçтерỹ министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Хĕрĕн - Елена Абужаровăн - ĕç стажĕ те пĕчĕк мар. Тĕп специалистра тата психологра 19 çул пуçтарнă.
Александра Ахмееван ăрăва малалла тăсаканĕсем те - Людмила Скворцовăпа Валентина Думилина - çемье династин кун-çулне вăрăмлатнă.
Республикăри социаллă сфера ĕçченĕсен династийĕсен йышĕнче Ахмеевсем пурри кăмăллă. Кашнийĕ вĕсенчен хăйĕн ĕçне юратнипе, тивĕçлĕ пурнăçланипе палăрнă. Ахмеевсем пулăшу кĕтекенсен пурнăçне хăтлăлатассипе сахал мар тăрăшнă.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Август 2026 |
