Тĕл пулма Турă çырнă сире...

Категория: Публикации Опубликовано: 27.06.2025, 19:59 Просмотров: 122

Этемме Турă арлă-арăмлă пурăнмалла, ачасем çуратса ỹстермелле тунă. Пурнăç йĕрки çапла: хамăр хыççăн йăх хăвармалла. Анчах чылай çемье саккун умĕнче, тăвансемпе туй туса пĕрлешнипе çеç пурăнать. Православи тĕнне ĕненекенсен тата мăшăрланăва чиркỹре те çирĕплетмелле иккен. Иисус Христос çуралнă ячĕллĕ Первомайскинчи чиркỹ настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерейпе венчет пирки калаçу пуçартăмăр.

- Христианство тĕнĕнче 7 вăрттăнлăх, вĕсенчен пĕри венчет. Венчет вăл - каччăпа хĕр хăйсен ирĕкĕпе священник тата чиркỹ умĕнче пĕр-пĕрин шанăçĕ пулса пурăнма сăмах пани, вĕсен мăшăрланăвне Христоспа чиркỹ пĕрлешĕвĕ пек пулма пиллени, ырăлăх, пĕр шухăшлăх, ачасем çуратса христианла воспитани парса ỹстерме ыйтни.

Çемье çавăрас умĕн питĕ тĕплĕ шухăшламалла, çирĕп йышăну тумалла. Малашлăха курса тăракан ватă манахсем, священиксем (духовниксем) патне кайса пил илсен тата лайăхрах. Ячĕшĕн, модăшăн çеç венчете тăмалла мар. Паян мăшăрланнă-мăшăрланман уйрăлакансем нумайăн, çакна тĕпе хурса калатăп. Пурнăçра пурте кал-кал пымасть, каçарма та пĕлмелле.

- Венчете хăçан тăма юрать тата пĕрлешес текенсен хăйсемпе пĕрле мĕн илсе пымалла? Чиркỹре пурте мăшăрланаяççĕ-и?

- Ытларах чухне вырсарникун венчете тăраççĕ. Тунтикун, юнкун, эрнекун та юрать. Типĕ вăхăтĕнче, хăш-пĕр пысăк уявсенче, Раштав типпи тухнă хыççăн Кăшарниччен (Крещение), Мăнкун уявĕн эрнинче венчет тумастпăр. Çавăн пекех хĕрарăмсен уйăх хушши пуçланнă вăхăтра та яваплă утăма тумалла мар.

 Хăйсен мăшăрланăвне çирĕплетес текенсен пĕрле çырăннине ĕнентерекен документ, çĕрĕсем, ал шăлли илсе килмелле. Ытти япаласем чиркỹре пур. Венчет вăхăтĕнче Турăран мăшăрпа пĕрле килĕштерсе пурăнма чун-чĕререн ыйтса тăмалла.

Христианство тĕнĕпе килĕшỹллĕн ют тĕн çыннисене, пилĕк сыпăкран иртмен тăвансене, пĕр ачан хреснашшĕпе хреснамăшĕ пулнисене, пĕрре венчет тăнисене венчет тума юрамасть.

- Çур венчет тени тата мĕне пĕлтерет?

- Пурăнан пурнăçа пĕлме çук. Мăшăрсенчен пĕри вăхăтсăр çĕре кĕрет, арăмĕ е упăшки тăлăха юлать. Пĕччен пурăнма йывăр пулсан тата ют çынсемпе ирсĕрленсе çỹриччен тепĕр хут урăх çынпа пĕрлешсен аванрах. Вĕсене чиркỹре венчет тума ирĕк пур, анчах кĕлĕ пĕрремĕш хутĕнчи пек вăрăм мар, çурри кăна. Ăна халăхра çур венчет теççĕ.

 - Чиркỹре мăшăрланнă чухне упăшкипе арăмĕ çуртасем тытса тăраççĕ, чылай чухне çунса пĕтмеççĕ. Кайран вĕсене ăçта хумалла тата хăçан усă курма юрать?

- Çуртасене икон лартакан кĕтесре упрасан аван. Вĕсене пурнăçра йывăрлăхсем сиксе тухсан Турăран çăмăллăх ыйтса çутмалла. Мăшăрсенчен пĕри вилсен те венчет тунă чухнехи çуртана çунтараççĕ.

- Сергий атте, Çемье телейĕшĕн, килĕшỹлĕхĕшĕн хăш çветтуйсене кĕл тумалла?

- Июлĕн 8-мĕшĕнче паллă тăвакан Петрпа Феврония, хĕн-асап тỹссе вилнĕ Гурий, Самон, Авий çветтуйсем - çемьесене пулăшса пыракансем. Вĕсемпе юлташупа, тăванупа мĕнле калаçатăн, çавăн пек пуплесен те эсир мĕн ыйтнине илтеççĕ.

 Ольга ПАВЛОВА калаçнă

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика