"Авангард" хаçат редакторĕнче ĕçленĕ Николай Фоминпа (ỹкерчĕкре туяпа тăраканни) яланлăхах уйрăлнăранпа çур ĕмĕре яхăн иртрĕ пулсан та ỹкĕнĕçĕм халĕ те пур. Ун çинчен хăй вăхăтĕнче материал пуçтарма хăюлăх çитмен. Николай Афанасьевич 16 çул (1960-1976) районти массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçне ертсе пычĕ. Çакăн çуррине манăн унпа юнашар вăй хума тỹр килчĕ. Чĕрере чи çывăх çын çинчен асаилỹсем питех те нумай.
"Пире чăвашла пĕлекен тутар кирлĕ"
1962 çул. Апрель уйăхĕ. Çĕршывра районсене пĕрлештересси пирки сăмах пырать. Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи эпĕ ĕçлекен редакцине хупма икĕ эрне юлнă. Вăл Пăва районĕпе пĕрлешет. Ирпе 10 сехет çитсе пыратчĕ. Кĕтмен çĕртен мана редактор кабинетне чĕнсе илчĕç. Палламан икĕ çын ларать.
- Акă вăл сире кирлĕ чăвашла пĕлекен тутар ачи,- терĕ ман редактор хăнасене. Ман еннелле çаврăнса - санпа калаçасшăн, Сагит, Патăрьельсем.
Аслăраххи манран "Чăвашла лайăх пĕлетĕн-и?"- тесе ыйтрĕ.
- Кăштах чухлатăп,- терĕм вăтаннине пытараймасăр.
- Ăçта вĕрентĕн?
- Кĕтỹре.
- Сирĕн патăрта выльăхсене ют чĕлхепе калаçма та вĕрентеççĕ-им?
Эпĕ ăна ăнланса ĕлкĕреймесĕр "Çук. Кĕтỹçсем. Кивĕ Улхаш ялĕнчен вĕсем",- терĕм.
- Вулама, çырма та пултаратăн-и?
- Кăштах. Часах паллашрăмăр. Манпа калаçаканни Патăрьел район хаçачĕн редакторĕ Николай Фомин, юнашар лараканни тутарла хаçатшăн яваплă Рахим Шакуров пулчĕç.
- Пире икĕ чĕлхене те куçарма пултаракан кирлĕ. Пыратăн-и пирĕн пата ĕçе?- ыйтрĕ Николай Афанасьевич. Иккĕленетĕп, канăçсăрланатăп пулсан та хирĕçлемерĕм.
"Тутарсем пирĕн хаçата хăйсен чĕлхипе вулаччăр"
Апрелĕн 24-мĕшĕнче эпĕ Патăрьелĕнчеччĕ ĕнтĕ.
- 8 сехетре планеркăна пуçтарăнатпăр. Ман пата кĕмелле,- терĕ редактор.
Пысăках мар пỹлĕме 18 çын кĕрсе лартăмăр. Редакци коллективĕн планеркине пухăнтăмăр.
- Эпир Çĕпрел районĕнчен сотрудник чĕнсе илтĕмĕр. Акă вăл - сирĕн умăрта,- паллаштарчĕ Николай Афанасьевич. - Хальлĕхе унăн аслă пĕлĕвĕ те, тулли вăтам пĕлĕвĕ те çук. Хаçат валли статьясем 13 çултах çырма тытăннă. 16ра Хусанти рабочи тата ял корреспонденчĕсен съездне делегат пулса хутшăннă. Сăн ỹкерчĕксем те тума пултарать. Эпир ăна куçаруçă штатне йышăнма шутланăччĕ. Корреспондент тăвасшăн. Тутарла радиопередача ĕçне те вăлах ертсе пырĕ.
Çакнашкал ăшă сăмахсем калани манăн кăмăла çĕклерĕ. Планерка хыççăн ман пата хисеп юлни паянхи кунчченех тăсăлчĕ.
8 уйăх ĕçленĕ хыççăн мана çар ретне илчĕç. Казахстанран, унтан Грузинчен виçĕ çул çырупа çыхăнсах тăтăмăр. Конституци тивĕçне пурнăçласанах каялла таврăнма сĕнетчĕç.
Редакци - журналистсен лаççи
Таврăнтăм. Редакципе типографи коллективĕ, Патăрьел виçĕ çул ман чĕререн тухмарĕç. 1966 çулхи март уйăхĕнче эпĕ унта çуралса ỹснĕ хамăн тăван киле, çемьене çитнĕ пек туйрăм. Татах та Николай Афанасьевичпа пĕрле ĕçлеме тытăнтăм. Кунта нумай улшăну пулса иртнĕ.
Редакци валли çĕнĕ ГАЗ-69 автомашина илнĕ. Типографинче саспаллисене алăпа пĕрерĕн мар, линотип машина пухать. Хăш-пĕр журналистсем улшăннă. Рахим абы Шакурова Шупашкара республикăри Министрсен Совечĕн кабинечĕн кадрсен пайне ертсе пыма куçарнă. Редакци коллективĕн ĕçĕ те палăрмаллах улшăннă. Çулталăк тăршшĕпех - çур çул, квартал, уйăх, эрне тата кашни номер валли хаçатăн планĕсене хатĕрлеççĕ. Ялсенче корреспондентсен пункчĕсене йĕркеленĕ. Материалсем çитмен пирки йывăрлăхсем çук. Çырса тăракан авторсен шучĕ çĕре яхăн. Планеркăсем те чăннипех журналистика шкулĕ пулса тăнă. Николай Афанасьевич материалсене тарăн тишкерỹ туса, теорипе практикăна çыхăнтарса ĕçлеме сĕнет. Чăваш тата тутар авторĕсене материалсенче тĕп шухăша уçса пама пултарнишĕн ырлатчĕ. Çакă хăйĕн çимĕçĕсене пачех. Тутар Сăкăт ялĕнчи Минназыйм Сеферов 13-14 çултан пуçласах "Авангарда" çырса, каяран сăвăçă, çыракан пулса çитĕнчĕ.
"Район хаçачĕ вăл - журналистика никĕсĕ, çавăнпа пĕрле специалистсене те ялсем ỹстерсе кăлараççĕ",- тесе калатчĕ Николай Афанасьевич. Ĕçе ăста çамрăксене суйласа илетчĕ, вĕсене профессионаллă журналист туса çитеретчĕ. 1960-1970 çулсенче хаçатра ĕçленĕ Федор Комаров, Алексей Салмин, Валентина Ардюкова, Елена Арланова, Петр Печников, Николай Ларионов, акă, çав йышран. Хаçат республикăра чи лайăххисенчен пĕри шутланатчĕ.
Нацисем хушшинчи çыхăнусене çирĕплетессипе те тăрăшуллă ĕçлетчĕ. Хусантан Патăрьелне паллă литература деятелĕсем килсе çỹретчĕç. Культура мероприятийĕсем иртетчĕç.
Район халăхĕн юратнă, хисепленĕ çынни, журналистсен командин капитанĕ Николай Фомин çĕр çине çутă йĕр хăварчĕ.
Сагит БАДРЕТДИНОВ, СССР Журналистсен союзĕн членĕ
Редакцирен: статья авторĕхалĕ Ульяновск облаçĕнчи Ишеевка поселокĕнче пурăнать. Çак кунсенче вăл "Авангард" хаçатăн фотокорреспонденчĕ пулнă Нурияздан Алиевпа, "Ленинец" колхозра зоотехникра ĕçленĕ Энсар Сафиуллинпа Николай Фомин вил тăпри çинче пулчĕ. Çавăн пекех вĕсемпе пĕрле масар çине "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ пулнă, муниципалитет округĕн Общество палатин членĕ Николай Ларионов, Николай Николаев староста çитсе вил тăпри çине чечексем хучĕç.
Август 2026 |
