Вăхăтра пурнăçланă ĕç преступлени тума чарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.06.2025, 19:49 Просмотров: 115

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнчи йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем, участоксенчи уполномоченнăйсем вырăнти территори пайĕсемпе, профилактика субъекчĕсемпе, обществăлла организацисемпе пĕрле ĕçлесе пыраççĕ. Çакă чăн малтанах преступленисен шутне чакарма, вырăнсенче йĕрке тума, тăнăçлăха сыхлама май парать.

Çапах та тепĕр чухне преступлени валли хамăрах сăлтав туса паратпăр тесшĕн. Акă, хальхи вăхăтра ялсенче хуçалăхсем, фермерсем, килти хушма хуçалăхпа пурăнакансем те хирте хĕрсех выльăх апачлĕх курăк çулаççĕ, типĕтеççĕ, утта тĕркемлесе çыхаççĕ. Ялти хирсенче унта та кунта утă ани, çаврака е тăваткал тюксем сарăлса выртнине тăтăшах асăрхама пулать. Анчах темшĕн хăш-пĕр чухне хуçисем утта вăхăтра пуçтарса кĕртмеççĕ. Çавăнпа та çав тюксем "ураланма" та пăхаççĕ. Пĕлтĕр çакнашкал темиçе тĕслĕх те пулчĕ. Пĕрисен уттине çунтарса ячĕç, теприсенне ана çинченех вăрласа тиесе кайнă. Ваттисем уй куçлă, вăрман хăлхаллă теççĕ пулин те ун пек чухне преступленисен йĕрĕ çине ỹкме те йывăр. Хирте видеосăнавсем çук-çке. Çавăнпа та çĕр ĕçченĕсен, хуçалăхсен, фермерсен уттине те, ытти уй-хир культурине те вăхăтра пуçтарса кĕртме тăрăшмалла. Ун пек май пулмасан вара вăхăтлăха хуçасен сăнаса, пăхса тăни кирлĕ.

Алексей БЫКОВ, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн полици начальникĕн çумĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика