Инçе çула çывăхлатса

Категория: Публикации Опубликовано: 27.06.2025, 19:47 Просмотров: 127

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 5-6 классенче вĕренекенсем Наталья Федорова, Ирина Кабикова, Эльвира Сейфуллина класс ертỹçисемпе вĕрентỹ туризмĕпе килĕшỹллĕн Хусан хулинче экскурсинче пулчĕç

. Хусан - нумай ĕмĕрлĕ историллĕ хула. Унăн культури те, йăли-йĕрки те пуян. Çитĕнекен ăру музейсенче пулчĕ, культура палăкĕсемпе паллашрĕ, хулара пурăннă паллă çынсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă вырăнсене çитрĕ.

Кабан кỹлĕ тĕпĕнчи пуянлăх çинчен çырнă легенда кăмăла кайрĕ. Кремль - Хусан "чĕри", теççĕ. Ватă Тутар слободи - унăн "чунĕ". Унта çитни те интереслĕ. Кивĕ мечĕтсем, купцасемпе алă ĕç ăстисен илемлĕ çурчĕсем ... Чак-чакпа курăк чейне те ĕçрĕç, сувенирсем туянчĕç.

Çĕр ĕçченĕсен керменĕн архитектури те хăйне май илемлĕ. Юхан шыв хĕрринчен хула илĕртỹллĕ курăнать: Кул-Шариф мечĕтĕ, Сююмбике башни, Благовещени соборĕ...

Хусана тата çула тухас ĕмĕтпе таврăнчĕç ачасем каялла.

 Эльвира ВАСИЛЬЕВА

Яндекс.Метрика