Çар хăнăхăвĕсене алла илеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.06.2025, 19:46 Просмотров: 109

 Ачасен лагерĕсенче паян выляççĕ те канаççĕ çеç мар. Чылайăшĕнче ятарлă программăсем хатĕрленĕ. Вĕсем тĕрлĕ сферăра кирлĕ пĕлỹсемпе хăнăхусем илме те пулăшаççĕ. Спорт сменинче, акă, хул-çурăма тĕреклетме, командăпа ĕçлеме пулать. Тепринче ỹкерес, юрлас, ташлас, сцена çинче выляс ăсталăха ỹстерме май пур. Вĕрентỹ лагерĕсенче интеллекта аталантарма, малашлăха хатĕрленме çеç ан ỹркен. Çарпа патриотла смена та ỹссе çитĕнекен ăрушăн интереслĕ.

Муниципалитет округĕнчи шкулсенче вĕренекенсем сывлăха çирĕплетекен "Солнышко" лагерĕн "Çĕнтерме вăхăт" çарпа патриотла сменинче пулчĕç. Каникулăн 12 кунĕнче инструкторпа пĕрле кирлĕ хăнăхусем илчĕç, çĕнĕ юлташсем тупрĕç.

Çавăнтах Раççей кунне уявланă май тепĕр çарпа патриотла смена "Çамрăк паттăрсен вăхăчĕ" ĕçе пикенчĕ. Занятисене республикăри 14-18 çулсенчи 300 ача пуçăнчĕ. Пирĕн муниципалитет округĕнчен çĕнĕ хăнăхусене илме 10 вĕренекен хутшăнать. Çитĕнекен ăру унта Украинăри ятарлă çар оп

ерацине хутшăнакансемпе, паллă спортсменсемпе, культура ĕçченĕсемпе те тĕл пулать. Çĕнĕлĕхĕ - снайпинг курсĕ. Ятарлă йĕркепе çар службине хăнăхаççĕ. Ирпе зарядка тăваççĕ, Раççей Федерацийĕн ялавне çĕклеççĕ. Çар тумĕпе çỹреççĕ. 5 кун строя тăраççĕ тата ытти те.

Тĕрĕслевсем хыççăн курсантсем сертификатсем илеççĕ.

 "Воин" центр августăн 9-29-мĕшĕсенче 21 кунлăх каллех çарпа патриотла смена йĕркелет. Унта 10 вĕренекен кайма хатĕрленет.

 Любовь ТИТОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика