Муниципалитет округĕнчи халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем Акатуй-Сабантуйра чуна пырса тивекен мероприяти йĕркелерĕç. Ăна Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене халалларĕç. Çакă çĕршыв хỹтĕлевçисемпе пĕр шухăшлă, пĕрлĕхре пулнине çирĕплетрĕ.
Ку чухнехи вăхăтпа килĕшỹллĕн маскировка тетĕлĕнчен хатĕрленĕ палаткăра хăнасем Украинăри ятарлă çар операцине куç умне кăларса тăратма пултарчĕç. Ỹкерчĕксенче пирĕн салтаксен чăтăмлăхĕ, хăюлăхĕ, паттăрлăхĕ палăрать.
Кĕмĕл волонтерсем экспонатсем тăратнă: окоп çуртисем, браслетсем... Шанăç символĕсемпе хỹтлĕх кỹрекенсем салтаксен шăпишĕн пăшăрханнине тỹрремĕнех палăртаççĕ.
Уйрăмах ачасен çырăвĕсем чуна пырса тивеççĕ. Вĕсене çитĕнекен ăру салтаксем патне çырать. Вĕсем çĕршыва юратнине, аслă пиччĕшĕсене хисепленине, вĕсемпе хăпартланнине, частарах çĕнтерỹпе тăван киле кĕтнине палăртаççĕ. Алла хĕç-пăшал тытса çапăçакансенче хỹтлĕх, шанчăк туяççĕ.
Кашни ача çыракан çырура хăйĕн чун ăшшине палăртрĕ. Ăна чуна пырса тивекен сăмахсенченех туйма пулать. Çакнашкал мероприяти ăрусен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет, йывăр вăхăтра салтаксене хавхалантарнине палăртать.
"Çакна малалла та тăсасшăн эпир. Пирĕн канлĕ те лăпкă пурнăçшăн хăйсене шеллемесĕр пульăпа дрон айне кĕрекенсене хавхалантарса пыма, тав тума тивĕçлех. Тылри ăшăлăх, тимлĕх кашни салтак патне çиттĕрех",- теççĕ шанăçпа халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем.
Альбина КАПИТОНОВА
Август 2026 |
