Рубцовсем - виççĕмĕш

Категория: Публикации Опубликовано: 27.06.2025, 19:44 Просмотров: 114

Çак кунсенче Шупашкарти "Олимпийский" стадионта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă "Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем" проектпа килĕшỹллĕн "Спорт çемйи" республика фестивалĕ иртнĕ. Мероприяти çемьесен пĕрлĕхне, командăсен вăйне кăтартакан чăн-чăн уяв пулнă.

 Ăмăртусем тĕрлĕрен дисциплинăпа иртнĕ: дартс, ГТО нормативне тултарасси, эстафета, хутăш эстафета. Фестиваль участникĕсем пĕринчен тепри спортри пултарулăхне, хăвăртлăхне, хăйсен вăйне, командăсен пĕрлĕхне кăтартнă.

Стадионта спортпа туслă 16 çемье старта тăнă. Вĕсем виçĕ ушкăнпа ăмăртнă. 10 - 12 çулсенчи хĕрачапа ăмăртăва хутшăнакансем хушшинче Патăрьел муниципалитет округне хỹтĕленĕ Рубцовсен çемйи виççĕмĕш вырăн йышăннă.

(Хамăр корр.)

Яндекс.Метрика