Кану усăллă та, кăмăллă та ирттĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 27.06.2025, 19:43 Просмотров: 93

Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, комисси председателĕ Светлана Чернова, Патăрьел район прокуратурин представителĕ хутшăнчĕç.

Анлă ларура çуллахи каникул вăхăтĕнче уйрăм шутра тăракан çул çитмен, çав вăхăтрах нумай ачаллă, йывăр условисенче пурăнакан çемьесенчи ачасене çуллахи каникул вăхăтĕнче канма, сывлăхне çирĕплетме кирлĕ услови туса парас, вĕсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерес ыйтусене çивĕчлетрĕç. Çавăн пекех каникулта ачасене пушар хăрушсăрлăхĕнчен, шыва кĕнĕ чухне çирĕп йĕркене пăхăнмаллине асăрхаттарас, çул-йĕр правилисене пăхăнас тата ытти ыйтăва та пăхса тухрĕç.

 Чăваш Республикинчи Ĕçлев министерствин халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ Марсель Сафиянов тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Наталия Андреева 14 -18 çулсенчи, çавăн пекех социаллă йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерес, Раççейри уголовлă айăплав ĕçĕсене пурнăçлакан инспекцин Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи начальникĕ Денис Столяров çул çитмен ачасене, ирĕкрен хăтармасăр айăпланнисене право йĕркине пăсасран профилактика тăвас, муниципалитет округĕнче çамрăксен юхăмĕпе тимлекен координаторсем Анастасия Исакова тата Зоя Михайлова тĕрлĕрен профилактика учетĕнче тăракан ачасен вăхăтне усăллă ирттерес, вĕсене ачасемпе çамрăксен центрĕн ĕç-хĕлне явăçтарас, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн вврач-наркологĕ Надежда Надина çамрăксене наркотик тата ытти психотроплă япаласен сиенĕ, вĕсенчен асăрханас, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасен ĕçĕсемпе тимлекен тата участокри уполномоченнăй начальникĕ Алексей Алякин обществăлла вырăнта çул çитменнисен çĕрле тухса çỹреме, суту-илỹ работникĕсен вĕсене табак тата спирт тытăмлă изделийĕсене сутма юраманни пирки ыйтусене çивĕчлетрĕç.

Лариса КОМИССАРОВА, çул çитмен ачасен ĕçĕпе тата вĕсен правине хỹтĕлекен секторăн тĕп специалист-эксперчĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика