Тĕнчери наркомание хирĕç кĕрешмелли кунпа килĕшỹллĕн муниципалитет округĕнче наркотика хирĕçле стратегиллĕ сесси иртрĕ. Ăна Чăваш Республикинчи наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕ, шалти ĕçсен министерстви, Патăрьел тата Шăмăршă муниципалитет округĕсен администрацийĕсем, республикăри наркологи диспансерĕ, вĕрентỹ министерствин вĕрентỹ тата ачасене комплекслă илсе çỹрекен центрĕ, коммерциллĕ мар "Чувашия" пĕрлешỹ фончĕ йĕркелерĕç.
Сесси модераторĕ Чăваш Республикин Общество палатин председателĕн çумĕ, сывлăх министерствин штатра тăман тĕп психиатр-наркологĕ Ирина Булыгина пулчĕ. Сессие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова уçрĕ. Наркотиксене хирĕçле йĕркелекен мероприятисен тĕп тĕллевĕ наркомани проблемисене тимлĕх уйăрасси тата çул çитмен ачасене унпа усă курни мĕнле витĕм кỹнине ăнлантарасси, ăна сарас ĕçе çитĕнекен ăру хутшăнас пулсан явап тыттарасси, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, профилактика ĕçне комплекслă туса пырасси пулнине палăртрĕ.
Мероприяти вăхăтĕнче Чăваш Республикинчи наркотиксемпе кĕрешекен комисси секретарĕ Лидия Архипова наркотикпа усă курнин çăмăлттайлăхĕ мĕн патне илсе çитернине, çамрăксене право пĕлĕвĕ пама кирлине каларĕ. Республикăри шалти ĕçсен министерствин наркотик çаврăнăшĕпе тимлекен управленин аслă уполномоченнăйĕ Ольга Якунина йĕркене пăсакансене саккунпа килĕшỹллĕн явап тыттармалли мерăсене аса илтерчĕ.
Сессие хутшăннисем сывă йăла-йĕркене ăнланса пурăнассин хастарлăхне ỹстерес, çамрăк ăрăва социаллă яваплăха туйтарса воспитани парас тĕлĕшпе пĕтĕмлетỹ турĕç. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе теори пĕлĕвне çеç илмерĕç, йывăр лару-тăрура пулăшу парас тĕлĕшпе практика сĕнĕвĕсене те ăша хыврĕç.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
