Патăрьелсем - çĕнтерỹçĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 27.06.2025, 19:42 Просмотров: 92

Совет Союзĕн Геройĕ Александр Матросов ячĕллĕ "Авангард" вĕрентỹпе методика центрĕнче Пĕтĕм Раççейри çарпа патриотла "Зарница 2.0" вăййăн регион шайĕнчи ăмăртăвĕ иртрĕ.

Унта зонăри тупăшусенче çĕнтернĕ кĕçĕн, вăтам тата аслă ỹсĕмсенчи ушкăнсен командисем хутшăнчĕç. Пирĕн муниципалитет чысне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул команди хỹтĕлерĕ. Сăмах май çакна та палăртмалла: çакнашкал ăмăртусене вăл пĕрремĕш хут çеç хутшăнмасть. Малти вырăнсене те тивĕçет. Регион шайĕнче çĕнтерсе Раççей тупăшăвĕнчи вăййа та хутшăннăччĕ.

Ачасене ăмăртăва кайма шкулти физкультура, хăрушсăрлăх тата çĕршыв хỹтĕлевçин никĕсĕсем предметсене вĕрентекен Юрий Васюткин хатĕрлерĕ. 30 çул ытла ĕçлекен педагог ĕç мелне пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ.

5 кун пулчĕç ачасем центрта. Ытти çулхисемпе танлаштарсан тĕрĕслев программи тĕпренех улшăннă. Çакă Украинăра ятарлă çар операцийĕ пынипе те çыхăнма пултарнă.

 - Çулленех тĕплĕн хатĕрленсе хутшăнатпăр вăййа. Ытти çулсенче шывра ишессипе, чупассипе тĕрĕслевсем пулатчĕç. Вĕсем ачасене йывăрлăх кỹмеççĕ. Кăçалхинче пĕрремĕш пулăшу пама пултарнине тĕрĕслекен тактика мероприятийĕсем, инженери сооруженийĕсене маскировка тума пĕлнине кăтартакан пулăмсем, лазертаг вăййи те ... пулчĕç. Пĕтĕмлетсе мĕн палăртма пулать: ачасем хăйсене шанма хăнăхаççĕ, сывă пурнăç йĕркине мала хураççĕ, çирĕплĕх ỹсет вĕсенче тата ытти те,- тет Юрий Иванович.

Ачасен аталанăвĕ ỹсет ĕнтĕ. Çар хатĕрленĕвĕ пурне те кирлех. Ку хутĕнче 7-10 классенче вĕренекен 5 арçын ачапа 5 хĕрача хутшăнчĕç вăййа. Командирĕ Роман Орлов пулчĕ. Çĕнтерỹ çăмăллăн килмест, паллах. Пушă вăхăчĕ пулмарĕ вĕсен. Иртен пуçласа каçчен хатĕрленме тиврĕ.

 Тăрăшни сая каймарĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнчи çитĕнекен ăру пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ.

Раççей шайĕнчи тупăшăва кайиччен вĕсен Пушкăртстанра хатĕрленỹре пулмалла. Унта ятарлă инструкторсемпе ĕçлĕç. Финал вара Волгоград хулинче сентябрь уйăхĕнче иртет.

 Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика