Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе республикăра июнĕн 24-мĕшĕнче харăсах 14 муниципалитет округĕнче "Сывлăх патне утăм" проект старт илчĕ. Эрне тăршшĕпе унта ытти округсем те явăçса пычĕç. Унăн тĕллевĕ - медицина пулăшăвне парассине лайăхлатасси, граждансен сывлăхĕшĕн тăрăшасси, çавăн пекех чирсен профилактики патне инновациллĕ пырасси, сывлăха килтен аякка каймасăр тĕрĕслеттерме майсем туса парасси.
Проектпа килĕшỹллĕн мобильлĕ ФАПсемпе "Сывлăх пункчĕсен" ĕçне йĕркеленĕ. Вĕсем çу каçипех республикăри муниципалитет округĕсенче тата хуласенче, территори пайĕсенче ĕçлĕç. Республика кунне уявланă май Олег Николаев Етĕрнери "Сывлăх пунктĕнче" пулнă.
"Президент çынсен пурнăçне вăрăмлатас, сывлăхĕсене çирĕплетес тĕлĕшпе лартнă задачăна пурнăçлатпăр. "Сывлăх патне утăм" çĕнĕ проект ĕçе кĕртрĕмĕр. Пирĕн тĕп тĕллев медицина пулăшăвĕпе кашни çын ăçта пурăннине шута илмесĕр тивĕçлипе усă курма пултарнинче. Регионти пĕр ял та, хула та тимлĕхсĕр юлмĕ. Проекта хастар хутшăнса сывлăхпа пурăнар!",- палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
"Сывлăх пункчĕсенче" тỹлевсĕр, килтен аякка каймасăр юн пусăмне тата куç давленине виçме, çын çỹллĕшне, виçине палăртма, тĕрĕс апатланас, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас енĕпе специалистсен консультацине илме пултарĕç. Информаци материалĕсемпе паллашĕç. Çавăн пекех юнри сахăр, холестерин шайне тĕрĕслеттерме, ЭКГ, маммографи, флюорографи тухма пулать, терапевтпа ытти специалистсем консультаци парĕç, тĕплĕн тĕрĕсленмешкĕн направленисем илме пулĕ.
Июнĕн 25-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн лапамĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн проектне çул пачĕç. Медицина ĕçченĕсем (терапевт, эндокринолог, кардиолог...) çĕршер çынна йышăну турĕç.
Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çĕнĕлĕхе ял халăхĕ хапăл тунине палăртрĕ. Çакна тĕрĕслеве пынă çынсем йышлă пулни те çирĕплетрĕ.
Муниципалитет округĕнчи тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков проекта малашне анлăн çул парасса палăртрĕ. Çакнашкал ĕçлени вырăнтах хăш-пĕр чирсен пуçламăшне палăртма май пулнине çирĕплетрĕ.
ХАКЛАВ
Валентина Мальцева, Кивĕ Ахпỹрт:
- Ятарласа сывлăха тĕрĕслеттерме килес тĕллеве те тытманччĕ. Хамăн ĕçпе почта çыхăну уйрăмне çитмелле пулчĕ. Кăштах пуç ыратнăран юн пусăмне тĕрĕслеттерес терĕм. Вăл пысăкрах иккен. Терапевт кирлĕ сĕнỹсем пачĕ. Мĕн тери лайăх çакнашкал тĕрĕслев.
Марина Маллина, Патăрьел:
- Холестерин шайне пĕлес килчĕ. Кил умĕнчех тĕрĕслеттерме май пулчĕ. Патшалăх кашни çыннăн сывлăхĕшĕн тăрăшни уççăн палăрать. Сывлăха упрама тăрăшмаллах.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Август 2026 |
