Чăваш автономийĕ 105 çул çитнине тата Республика кунне уявланă май агропромышленность комплексĕн лидерĕсене - "Агро-100" клуба кĕме тивĕçлисене - чысланă.
Чăваш патшалăх аграри университетĕнче йĕркеленĕ мероприятире Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова агропромышленноçăн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсене палăртнă.
Республикăра çулленех Чăваш Енри "Агро-инноваци" хысна учрежденийĕ ЧР ял хуçалăх министерстви хушнипе çулталăк отчечĕсене панă хыççăн "Агро-100" клубăн çĕнĕ членĕсене палăртать. Кунта сухаланакан лаптăка, продукцие сутнинчен илнĕ тупăша, уйăхри вăтам шалăва тата ытти кăтартусене тĕпе хураççĕ.
Асăннă клуба Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсем те кĕнĕ. "Исток" çĕр ĕç фирми кăçал та 10-мĕш вырăнта тăрать. Çавăн пекех лидерсен йышĕнче "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Батыревский бекон" филиалĕ, "Батыревский" пĕрлешỹ, "Красное Знамя", "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕсем, "Корма" çĕр ĕç фирми те пур.
Александр ИЛЬИН
Август 2026 |
