Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2025 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче кăларнă 101-мĕш указĕпе килĕшỹллĕн экономикăпа финанс ĕçĕ-хĕлĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн федераци казначействин Чăваш Республикинчи управленийĕн 3-мĕш номерлĕ пайĕн начальникне Николай Михайлович Федорова Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă;
ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн "Корма" çĕр ĕç фирми директорне Александр Иванович Владимирова "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă;
вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас енĕпе тунă пархатарлă ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн йĕркелỹпе тĕрĕслев ĕçĕсен пайĕн ертсе пыракан специалист-экспертне Вера Валентиновна Исаковăна "Чăваш Республикин хăй тытăмлăх органĕсенче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн" тав паллипе наградăланă.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
