Пĕрремĕш кандидатран документсене йышăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 27.06.2025, 19:36 Просмотров: 110

 Июнĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнма хатĕрленекен пĕрремĕш кандидатăн, регион Пуçлăхĕ пулса тăрăшакан Олег Николаевăн докуменчĕсене йышăннă. Олег Алексеевич суйлава хутшăнма хăйĕн кандидатурине хăй тăратнă (самовыдвиженец).

Аса илтеретпĕр: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ ларăвĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне 2025 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче ирттересси çинчен йышăну тунă. Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, сасăлав виçĕ куна - сентябрĕн 12, 13, 14-мĕшĕсенче пырать.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика