ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче тухса тăракан "Авангард" хаçата 2025 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен илсе тăма çырăнмалли тапхăр вĕçленсе пырать. Округ хыпар-хăнарне пĕлес, территори пайĕсенчи ялсен аталанăвĕпе, хуçалăхсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас, паллă çынсем, СВО паттăрĕсем тата ытти пирки алла хаçат тытса хыпар вулас тесен ăна паян-ыранах çырăнмалла. Аса илтеретпĕр, "чун апатне" почта çыхăну уйрăмĕсенче те, хаçат редакцине килсе илсе тăмалла та çырăнма май пур. Район хаçатне юлташ-пĕлĕшне, тăванне çуралнă кунпа е ытти сăлтавпа çырăнса парас текенсем те кая юлман-ха. Хуçалăхсем, организаци-предприятисем те хăйсен ветеранĕсене парне тума пултараççĕ.
Акă, "Батыревский" пĕрлешỹ (директорĕ Петр Ялуков) хальхи çырăнтару компанинче те ырă йăлана малалла тăсса хăйсен патĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă 60 ытла ĕç ветеранне почта урлă "Авангард" хаçата çырăнса панă. Пархатарлă шухăшпа ытти ял хуçалăх предприятийĕсем те усă курма пултараççĕ.
Август 2026 |
