ИНКЕК никама та систерсе килмест. Çапах та унтан май пур таран асăрханмалла. Вут-çулăм алхаснипе çыхăнакан пăтăрмахран та пурин те сыхă пулмалла. Акă, иртнĕ вырсарникун ирхине 6 сехетсенче Шăнкăртамри Çамрăксен урамĕнчи пĕр хуçалăхра пушар тухнă. Инкек пирки Патăрьелĕнчи тата ялти пушар службине вăхăтра пĕлтернĕрен ăна сарăлмах паман, икĕ бригада, çичĕ çăлавçă инкеке парăнтарас тесе тăрăшнă. Çапах та икĕ хутлă пысăк пỹрт тăрри çунса сиенленнĕ. Пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пушарăн сăлтавĕ электропроводка юсавсăр пулни тесе шутлаççĕ.
Кăçал çулталăк пуçланнăранпа пушарниксем Шăнкăртамра иккĕмĕш хут вут-çулăмпа куçа-куçăн кĕрешнĕ. Муниципалитет округĕпе 26 пушар (пĕлтĕр çак вăхăтра 24) пулнă. Республикăра пушар хăрушлăхне пăхăнмалли ятарлă тапхăр пынă май, вăрманта кăвайт чĕртме юраманнине, хыт-хурана çунтарнă чухне асăрхануллă пулмаллине те манмала мар.
Август 2026 |
