РАÇÇЕЙ Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем пăхса тухса ырланă саккунсенчен пĕри ачасене энергетик сутассинчен сыхлассипе çыхăннă. Çавна май административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 14.16.1 статйине улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшỹллĕн малашне çул çитмен çамрăксене çак шĕвеке сутнăшăн 30 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран штраф хума пултараççĕ. Çак сăлтавпа йĕрке хуралçисен аллине çаклансан должноçрисене 100 пин тенкĕрен пуçласа 200 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене - 300 пин тенкĕрен пуçласа çур миллион тенкĕ таранах тỹлеттерĕç.
Август 2026 |
