Ĕмĕчĕсем пурнăçланаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.06.2025, 16:55 Просмотров: 123

 Алсу Шепеева Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта истори тата обществознани предмечĕсене вĕрентет. Маларах хăй те çакăнтах пĕлỹ пухнă. Педагог пулас тĕллевне пурнăçлас ĕмĕтпе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн истори факультетне вĕренме кĕнĕ. Унта та хастарлăхпа палăрнă, тĕрлĕ конференципе конкурса хутшăннă.

3 курс хыççăн çамрăк яла килсе ĕçе пуçăннă. Вăл вăхăтра Алсун алăра дипломĕте пулман. Вĕрентỹ çинчен калакан саккунпа килĕшỹллĕн студентсене 2020 çултан аслă шкулта 3 çул пĕлỹ пухнă хыççăн уроксем ирттерме ирĕк панă.

Каярах хĕрлĕ дипломлă специалист шкулта тĕпленсех ĕçлеме пуçланă. Килĕшет ăна учитель ĕçĕ. Маларах хăйсен класне историпе урока кĕрекен Надежда Кошкина вĕрентекен ĕçне тимлесех сăнатчĕ. Халĕ Надежда Александровна çамрăкăн наставникĕте.

Ачасене предмета тĕплĕн ăнлантарасси, ун патне интерес çуратасси вĕрентекенрен тỹрремĕнех килет-çке. Кашни темăна ача патне çитерме тăрăшать вăл. Тĕрĕслев ĕçĕсем ирттерет.

Вĕренекенсене муниципалитет, регион шайĕнчи тĕрлĕ конкурса явăçтарать. Вĕрентекен хăй те хастар. Çамрăк специалистсен форумĕсене хутшăнать. Пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекенсене умма лартнă тĕллевĕсене ĕçе кĕртме ырă сунать.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика