Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 10 класран вĕренсе тухнисем каникул вăхăтĕнче Анастасия Кубикова класс ертỹçипе тата Алина Кузнецова географпа Самар облаçĕнчи Хрящевка ялĕнчи Гарибальди замокне çитсе курчĕç. Юмахри евĕр илемлĕ комплекс халĕ те тăвăнса пĕтмен-ха. Çавах регионти туристсене илĕртекен вырăн пулса тăнă.
Замок Атăл юхан шывĕн хĕррине вырнаçнă. Башьнăсем, парксем, лаша витисем, çыран хĕррине чарăнмалли вырăн та вăтам ĕмĕр, Çĕнелỹ тата Викториан самани вăхăтĕнчи архитектурăпа тунăскерсем. Хăш-пĕр пайĕсене темиçе çĕр çул каяллах ăсталанă тейĕн. Кăштах "ватăлма" та пăхнă.
Гарибальди замокĕ историе куç умне кăларчĕ. Ачасен кăмăл-туйăмĕ çĕкленчĕ. Çỹл çỹревпе вĕсем кăмăллă юлчĕç.
Альбина ИВАНОВА
Июль 2025 |