Йăла-йĕркене упраса малашлăха çул хывар

Категория: Публикации Опубликовано: 20.06.2025, 16:51 Просмотров: 71

Июнĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикинче, вăл шутра Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи инфомаци кунĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, муниципалитет округĕнчи структура подразделенийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

 Чăваш Ен 105 çул тултарнине хатĕрленнĕ май, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов юлашки пилĕк çул хушшинче пулса иртнĕ ырă улшăнусем пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Республика тĕш тырă, пахча çимĕç, аш-какайпа сĕт тата ытти продукци туса илес тĕлĕшпе те, ялсене хула хăтлăхĕ кĕртессипе тата ыттипе те кăтартуллă. Ахальтен мар Эмир Нуртдинович Чăваш Республикин аталанăвне, унăн çитĕнĕвне Раççей Президенчĕ Владимир Путин та пысăк хак панине палăртрĕ. Çавăн пекех пухăннисемпе Республика кунне халалланă мероприятисем пирки те сăмах хускатрĕç.

Информаци кунĕ округра Акатуй-Сабантуй кĕрлесе иртсе кайнă хыççăнах пулнă май, муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов уява пĕрлехи вăйпа пысăк шайра ирттерсе яма хутшăннă хастарсене Тав хучĕпе чысларĕç.

 Çавăн пекех информушкăн Тури Чакăра пуçарулăх бюджечĕн программипе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса çĕкленĕ палăкпа паллашрĕ, капиталлă юсав ĕçĕсем пыракан икĕ шкулта - Нăрваш Шăхалĕнче тата Турханта - пулчĕ.

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта республикăри пуçару бюджечĕн программипе çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен 72 чỹречене улăштармалла. Çак тĕллевпе халăхран 700 пин тенкĕ пуçтарнă, округ бюджетĕнчен 700 пин, 2 миллион тенкĕ ытла республика бюджетĕнчен уйăрнă. Унсăр пуçне шкула капиталлă юсамалли программăпа тăррине те витмелле. Юсав программипех пушар сигнализацине те çĕнетеççĕ.

 Турханти вăтам шкулти тĕп юсава "Вĕрентĕве аталантарасси" патшалăх программипе пурнăçлаççĕ. Паян кунта та хĕрỹ ĕç вĕрет. Хальхи вăхăтра чỹречесене вырнаçтарса пĕтернĕ, коридорти урайсене плитка сараççĕ, алăксене лартма, çурт тăррине витме хатĕрленеççĕ. Мĕнпур ĕçĕн 60 процентне пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. Подрядчик планпа пăхнинчен маларах та хута яма шантарчĕ.

 Тăван республикăпа пĕрлех пирĕн Юхма Енĕмĕр те аталансах, капăрлансах пырать. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов халăх пуçарулăхĕпе çулсеренех ялсем çĕнелсе пынине, малашне те пĕрлехи вăй аталану çăлкуçĕ пулнине палăртрĕ.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика