Акапуçпа Çĕр-аннемĕр туйĕ пире вăй-хал кỹрет сĕм авалтан

Категория: Публикации Опубликовано: 20.06.2025, 16:46 Просмотров: 75

Малалли

 Ачасен куллипе илемлĕ тĕнче

Кăçалхипе 20-мĕш хут иртекен ача-пăча Акатуй-Сабантуйне Раççейри Çĕршыв хỹтĕлевçисен тата Чăваш Республикинчи Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăксене хисеплесе "Çĕр çинчи пĕтĕм ачана мирлĕ пурнăç!" ятпа ирттерчĕç. "Хĕвеллĕ" уçланкă çамрăк ăру сассипе шавласа та кĕрлесе çеç тăчĕ. Мероприятие округри вĕрентỹ учрежденийĕсен пĕрлештернĕ хорĕ тата Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕн ансамблĕ "Мы единое целое!" юрăпа уçрĕç.

Савăнăçлă уява Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Пĕтĕм Раççейри "Ачалăх навигаторĕ" проектăн регионти координаторĕ Наталья Иванова хутшăнчĕç. Чи малтанах вĕсем шкулсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе, Украинăри ятарлă çар операципе тата йăх-несĕле тĕпчессипе тунă ятарлă кĕтессемпе паллашрĕç. Чăнах та, пĕлмелли, курмалли нумай пулчĕ. Вĕренекенсем педагогсем ертсе пынипе нумай ĕç пурнăçлани палăрчĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕн ялавне хăпартма предмет олимпиадисенче Раççейре мала тухнă Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 10 класри Роман Орлов, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти 11 класри Анастасия Краснова, Митта Ваçлей ячĕллĕ Первомайскинчи пĕлỹ çуртĕнчи 11 класри Роман Смирнов тивĕçрĕç.

Июнĕн 12-мĕшĕ - Раççей кунĕ. Уяв çак вăхăталла 14 çул тултарнă ачасемшĕн ĕмĕрлĕхех асра юлакан кунсенчен пĕри пуласса шанас килет. Вĕсене РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Алевтина Каргина, Патăрьелĕнчи нумай функциллĕ центр эксперчĕ Ольга Починкина тата Пĕрремĕшсен юхăмĕн округри специалисчĕ Зоя Михайлова Раççей Федерацийĕн паспортне сумлă лару-тăрура пачĕç.

Шкул ачисем тарăн пĕлỹ илме, тавракурăмне аталантарма, спортра палăрма, обществăлла ĕçсене хутшăнма тăрăшаççĕ. Чи-чи маттуррисем вара Пĕтĕм Раççейри, тĕнчери, регионсем хушшинчи тата кĕçĕн классен республикăри интеллектуаллă вăййисенче çĕнтереççĕ. Паллах, çакăнта вĕсене вĕрентекенсен тỹпи питĕ пысăк. Патăрьел муниципалитет пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, администрацин вĕрентỹ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Наталия Андреева, Э. Феизов ячĕллĕ Шăнкăртамри вăтам шкулти 4 класри Ранель Гимаева, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкулти 4 класри Данир Сулейманова, Абдуррахим Галимова (ертỹçи Э. Феизов ячĕллĕ Шăнкăртамри вăтам шкулти кĕçĕн классене вĕрентекен Гульнара Мухаметнурова), Э. Феизов ячĕллĕ Шăнкăртамри вăтам шкулти 3 класри Карим Салихова (Гелсирен Хайбуллова), Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти 3 класри Айзиля Шарафутдиновăна (Чулпан Вахитова), 4 класри Сафия Козловăна (Румия Куликова), Турханти вăтам шкулти 4 класри Елизавета Купцовăна (Ольга Купцова), Туçари Вăтам шкулти Анна Починкинăна (Валентина Мулюкова), Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 4 класри Екатерина Медведевăна, Дмитрий Цветкова, Ильяс Якушева, Василиса Ивановăна, Богдан Абужарова, Анна Карсаковăна (Светлана Урукова), Емельян Цветкова (Ирина Ялукова), Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти 4 класри Анна Лисицынăна (Ольга Петрова), Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти 4 класри Андрей Васильева (Татьяна Калькина), Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 10 класри Роман Орлова (Алина Кузнецова, Юрий Васюткин), 11 класри Анастасия Сулагаевăна (Ольга Елкина), Лилия Ляллинăна (Светлана Попова), 9 класри Зухра Зергировăна (Юрий Васюткин), Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти 10 класри Николай Кошкина (Вера Васюткина), Э. Феизов ячĕллĕ Шăнкăртамри вăтам шкулти 11 класри Илюзя Сейфетдиновăна (Алсу Янтыкова), Нăрваш Шăхалĕнчи 11 класри Екатерина Алексеевăна, 10 класри Евгения Михайловăна, Кирилл Петрова (Николай Афанасьев, Виктор Григорьев), Аслă Чементи вăтам шкулти 10 класри Ангелина Макаровăна, Маргарита Кошелевăна (Петр Макаров), Митта Ваçлей ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулти 11 класри Роман Смирнова (Владимир Матюшкин) сцена çине чĕнсе ăшшăн саламларĕç.

Тăван чĕлхепе тата тăван ен культурипе иртнĕ олимпиадăсенче мала тухнисене те палăртрĕç. Çĕнтерỹçĕсем шутне Сăкăтри вăтам шкулти Эвелина Анюрова (Елена Анюрова), Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Ева Агашева, Людмила Пудовкина (Светлана Никитина), Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Анастасия Краснова (Светлана Кулакова), Э. Феизов ячĕллĕ Шăнкăртамри шкулти Сюмбель Земдиханова, Назлыгуль Купкянова, Айсылу Асеинова (Сириня Камалетдинова), Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Ильвина Вахитова, Айсылу Яббарова, Динара Алеева (Зелфиря Тазетдинова,Гульнара Тазетдинова), Хирти Пикшикри пĕлỹ çуртĕнчи Зарина Чаштанова (Рушания Камалетдинова), Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Галия Салахова, Азалия Козлова (Гелназ Велиуллова), Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Лилия Вахитова (Гелсирень Абейдуллова), Адиля Феткуллова (Роза Айзатуллова) кĕнĕ.

Ача-пăча Акатуй-Сабантуйĕ юрă-ташăран та пуян пулчĕ. Сцена çинче чăваш, вырăс, тутар юррисем янăрарĕç. Çавăн пекех спорт ăмăртăвĕсенче çамрăк ăру хăйĕн пултарулăхне туллин кăтартрĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика