Акапуçпа Çĕр-аннемĕр туйĕ пире вăй-хал кỹрет сĕм авалтан

Категория: Публикации Опубликовано: 20.06.2025, 16:44 Просмотров: 80

Ырă йăла-йĕркене малалла тăсса Патăрьел муниципалитет округĕнчи "Хĕвеллĕ" уçланкăра пире несĕлĕмĕрсем пилленĕ Акатуй-Сабунтуй уявĕ икĕ кун (пĕрремĕш кунĕ ачасене халаллани) кĕрлерĕ. Ака-суха хыççăнхи Çĕр-аннемĕрĕн туйне яланхи пекех аякри-çывăхри хăнасем, хисеплĕ ентешсем, ĕç паттăрĕсем, территори пайĕсен хастарĕсем, ватти-вĕтти хутшăнчĕç, çемьепе, ушкăнпа, тус-юлташпа, савнипе уяв ытамĕнче савăнчĕç. Чăваш, вырăс, тутар, ирçе халăхĕ туслăн карталанса вăййа тухакан кăçалхи уява Раççей Федерацийĕнчи Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин, Чăваш Республикинчи Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсене халалланăран уçланкăри кашни кĕтес, этнографи комплексĕ, тематика лапамĕсем - пурте-пурте паттăрлăха асра тытнине çирĕплетрĕç, çĕршывăн истори страницине çырăнса юлнă астăвăма куç умне кăларма пулăшрĕç...

Сăваплă Юхма енĕм, Паратăн эсĕ ырлăх çынсене!

Акатуй-Сабантуй çултан-çулах хăйĕн пĕлтерĕшне, хакне, хисепне ỹстерсе пырать. Чăн малтанах уява чыслă лару-тăрура, сумлă хăнасемпе пĕрле уçиччен культура ĕçченĕсем тĕп сцена умĕнче ака-сухана, халăх пĕрлĕхне, унăн вăйне, паттăрлăхне уçса паракан сценарисем пĕрин хыççăн тепри черетленни, вĕсене кĕвĕ-çемĕпе çыхăнтарни пурне те тыткăна илчĕ.

Уяв мероприятине Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикинчи çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатчĕсем Валерий Антонов, Олег Мешков, Федор Степанов, Сергей Семенов, Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлĕхсен ертỹçисем тата ыттисем хутшăнчĕç.

 Тĕп сцена çинчен салам сăмахĕсем йышлă пулчĕç. Чăн малтанах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ячĕпе Патăрьелсене Акатуй-Сабантуйпа çырнă ăшă салам сăмахĕпе ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов паллаштарчĕ, малашне те пур енĕпе те хастар пулма ырă сунчĕ.

 Уяв кăмăлне çĕклекен салам-телеграммăсем çитсех тăчĕç: Раççей Федерацийĕн сенаторĕнчен - "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕн пĕрремĕш çумĕнчен Николай Владимировран, РФ Патшалăх Думин депутачĕсенчен Алла Салаевăпа Алена Аршиновăран, Беларуç Республикинчи Витебск, Крым Республикинчи Бахчисарай районĕсенчен, Тутар Республикинчи Çĕпрел, Пăва, Спасск муниципалитет районĕсенчен, Мордва Республикинчи Атяшево районĕнчен тата ыттисенчен те. - Аграринчи çĕнĕ çитĕнỹ чăн малтанах регионти влаç çак отрасле кирлĕ пек аталанма пулăшса пынинчен, патшалăх пулăшăвĕнчен чылай килет. Çакă вара фермерсене хăйсен производствине ỹстерме, ку чухнехи технологисене пурнăçа кĕртме, пахалăхлă продукци туса илме пулăшать.

Агропромышленность комплексне çакнашкал тимлĕх пулнăранах эпир производство калăпăшне ỹстерсе пыма, апат-çимĕç рынокĕнчи хамăрăн позицие çирĕплетме пултаратпăр. Тавах Республика Пуçлăхне Олег Николаева, правительствăна ял халăхĕн пурнăçне аталантармалли, ĕç вырăнĕсем уçмалли майсем туса панăшăн,- терĕ Рудольф Селиванов пурне те Акатуй-Сабантуй ячĕпе ăшшăн саламланă май.

Вăй хурса ĕçлерĕ халăх пулĕпурлăх савăнмалăх!

 Уяв саламĕсем хыççăн Акатуй-Сабантуйăн тĕп сценине ака паттăрĕсем, производствăра малта пыракансем, общество пурнăçĕнчи хастарсем, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсем тата ыттисем пĕрин хыççăн тепри улăштарчĕç. Кунтах 2025 çулхи çураки паттăрĕсене чысларĕç, ял хуçалăх культурисен тĕрĕслевне пĕтĕмлетрĕç.

2024 çулхи экономика ăмăртăвĕн итогĕпе "Исток" çĕр ĕç фирми" тулли мар яваплă общество (ертỹçи Александр Илюткин), акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕ (Петр Ялуков), "Красное Знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕ (Петр Никифоров) чи лайăх предприятисен шутне кĕнĕ.

2024 - 2025 çулсенче выльăхсене хĕл каçарассипе "Красное Знамя" производство кооперативĕнчи ĕне ферми пĕрремĕш, "Исток" çĕр ĕç фирми" общество иккĕмĕш, "Батыревский" пĕрлешỹ виççĕмĕш вырăнсенче.

 2024 - 2025 çулсенче выльăхсене хĕл каçарса аш-какай туса илессипе "Авангард" тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн "Батыревский бекон" филиалĕ çĕнтерỹçĕ шутланать. Иккĕмĕш вырăнта Камил Салихов, виççĕмĕшĕнче Тимур Санзяпов фермер хуçалăхĕсем.

Кăçалхи çурхи ака-суха тата уй-хир тĕрĕслевĕн итогĕпе "Батыревский" пĕрлешỹ пĕрремĕш, "Исток" çĕр ĕç фирми", "Красное Знамя" кооператив иккĕмĕш, "Агрофирма Корма" общество, "Куснар" çĕр ĕç фирми" пĕрлешỹ, "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

 Патăрьел муниципалитет округĕнчи фермер хуçалăхĕсенчен Александр Петров хуçалăхĕ чи кăтартулли. Иккĕмĕш вырăнта Евгений Мартышкинпа Людмила Краснован, Валерий Кузнецовăн фермер хуçалăхĕсем, виççĕмĕшĕнче Камил Салихов, Мария Лаврентьева, Людмила Краснова фермерсем.

Çавăн пекех "Авангард" хаçат редакцийĕ йĕркелекен "Çулталăк çынни - 2024" конкурс çĕнтерỹçине Алексей Казанцева та чысларĕç.

 Алексей Леонидович - чăваш юррисен авторĕ тата юрăçи, хастар волонтер.

Йывăр вăхăтра çĕршыва алă тăсса пулăшакансем - чăн паттăрсем

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кĕрленĕ кăçалхи Акатуй-Сабантуй "Пĕр кăвак тỹпе айĕнче" темăпа иртрĕ. Çавăнпа та уçланкăра паттăрлăх туйăмне уçса паракан ỹкерчĕксем, сюжетсем, пуян концертри юрă-ташă тата ытти йĕри-таврах пулчĕ. Хальхи вăхăтра ятарлă çар операцинчен вăхăтлăха отпуска килнĕ салтаксене мĕнпур халăх умĕнче паттăрлăхшăн тав тăвасси, вĕсене çĕнтерỹпе таврăнма ырă сунасси - уяв программин пĕр пайĕ. Вĕсене Улатăр епархийĕн миссионерсен уйрăмĕн председателĕ Сергий Горохов диакон, Патăрьелĕнчи чиркỹ округĕн благочиннăйĕ, Державнăй Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ храм настоятелĕ Александр Синяков иерей, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен Тĕн управленийĕн председателĕн çумĕ Ильяс Хазрат пурне те çар операцийĕнчен сывлăхпа тата çĕнтерỹпе таврăнма пил пачĕç.

Çар операцийĕнчи салтаксене пулăшса тăнăшăн "Исток" çĕр ĕç фирми" общество директорне Александр Илюткина "Раççей патриочĕ" ("Патриот России") медаль, Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕн ертỹçине "Çар операцине пулăшнăшăн" ("За содействие СВО") медаль парса чыс турĕç.

Уяв Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнă çулталăкпа тỹр килнĕрен, уçланкăри территори пайĕсенчи çуртсене те мероприятие халалласа "Вăрçă çулĕсене аса илер" темăпа капăрлатнă, пуянлатнă. Вĕсенче Аслă вăрçă çулĕсене аса илтерекен сăн ỹкерчĕксемпе те, кил-çурт эрешĕпе те, çав вăхăтри юр-варпа тата ыттипе те паллашма май пулчĕ. Кашни çуртрах салтак гимнастеркиллĕ каччăсемпе хĕрсем, наци тумне тăхăннă чиперккесем хăнасене тарават та ăшшăн кĕтсе илчĕç. Çуртсене капăрлатассипе вара хальхинче Алманчăсене çитекенни пулмарĕ. Тăрăнпа Патăрьел территори пайĕсем иккĕмĕш, Пăлапуç Пашьел, Кызыл-Чишма территори пайĕсем виççĕмĕш вырăнта.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика