ÇУЛЛАХИ кун ăшă хĕвелпе, тỹлек çанталăкпа илемлĕ. Ун пек чухне ĕçлеме те, канма та, шыва кĕрсе киленме те лайăх. Çапах та хăрушлăха сирмелли йĕркесене пăхăнмалли пирки манмалла мар. Уйрăмах юхан шывра шыва кĕме кăмăллакансен пур енĕпе те асăрханмалла. Чăн малтанах ỹсĕрле кỹлĕ çывăхне пымалла та мар. Ун пек чухне çын хăйне хăй кирлĕ пек тытаймасть. Çул çитмен ачасен те хăйсем тĕллĕн шыва кĕме тăхтамалла. Пĕлмен е тарăн шывра ишсе уçăлас тени те синкерлĕхпе çаврăнса тухма пултарать. Çу уйăхĕн çурри çеç иртнĕ пулин те, республикăра çак сăлтавпа тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă.
Июль 2025 |