Июнь уйăхĕнчи ĕçсем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2025, 22:28 Просмотров: 128

- Çĕр çырлин ытлашши хунавне касмалла. Çимĕç тĕвви курăнсан çырла вараланасран тата çĕресрен тĕм тавра шултра йывăç кĕрпи е урăх материал хумалла. Июнь пуçламăшĕнче хăмла çырлине сайралатмалла. Пĕр тĕмре çамрăк 10 хунав та çителĕклĕ.

 - Хура хурлăхан нỹрĕке килĕштерет. Шыв çителĕксĕр пулсан çимĕçĕн тĕвви тăкăнать, çырли вĕтелет. Çимĕç тĕвĕленнĕ вăхăтра тĕмĕсене уйрăмах шăвармалла.

Чечек картинче. Çеçкене ларнă чечексене (пион, ирис...) шăвармалла, йăрана мулча хывмалла. Апатлантарма та юрать. Июнь варринче тюльпан, гиацинт тымарне кăлармалла, имçамламалла: 0,2: марганцовка шĕвекĕнче 30 минут тытмалла, лайăх типĕтсе упрама хумалла.

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика