Аслă Чемен территори пайĕнчи "Айтуш" уçланкăра ял уявĕ иртрĕ. Унта "Çĕнтерỹшĕн" волонтерсен ушкăнĕнчи хастарсене муниципалитет округĕн администрацийĕн Тав çырăвĕсене парса чысларĕç. Украинăри ятарлă çар операцийĕнчен кĕске вăхăтлăх канăва килнисене - Николайпа Валерий Башмаковсене - Хисеп хучĕсем пачĕç.
Валерий Башмаков хỹтĕлев сетки çыхакансене, окоп çурти тăвакансене, гуманитари пулăшăвĕ паракансене пурне те тав турĕ. Волонтерсен ушкăнне "Украинăри ятарлă çар операцине пулăшнăшăн" медаль парса чысларĕ.
"Çĕнтерỹшĕн" волонтерсен ушкăнĕ ятарлă фотозона хатĕрленĕ. Унта вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ яр уççăн курăнать.
Ушкăн ертỹçи Надежда Кошелева кĕскен мĕнле ĕçсем туни çинчен чарăнса тăчĕ. Паянхи куна çак хастарсем 484 сетка çыхнă, 1093 окоп çурти хатĕрленĕ, дронсенчен хỹтĕленме одеялпа 22 плащ çĕленĕ. Укçан ытларах сĕнекенсене ятран асăнчĕç, çĕнтерĕве çывхартма пулăшакансене пурне те тав турĕç.
Надежда ВАСИЛЬЕВА
Июль 2025 |