Пуçарулăх - пĕр çын пек кар тăмалли ырă ĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2025, 22:24 Просмотров: 134

Пурнăçра кирек мĕнле çĕнĕлĕхе те тỹрех кирлĕ пек йышăнса ĕçлесе кайма çăмăл мар. Чăваш Республикинче сакăр çул каялла старт илнĕ пуçару бюджечĕн программипе усă курса ялсенче халăх валли ырă улшăну тăвасси те пуçласа çăмăлах марччĕ. Çынсем малтанах хамăр пурăнакан вырăнсене хăтлăх кỹрес тĕллевпе патшалăх алă тăсса панине кирлĕ пек ăса илмерĕç темелле. Халăхран укçа-тенкĕ пуçтарасси те йывăрччĕ. Халĕ вара пирĕн сакăр яллă территори пайĕнче те пуçарулăх çеç тăван тăрăхăмăра çĕнелме, капăрланма пултарнине пурте лайăх ăнланаççĕ. Кашни ялтах çулсеренех çынсем хăйсен хастарлăхĕпе ял халăхне паян уйрăмах кирлĕ объекта суйласа илсе программăна кĕме тăрăшаççĕ. Çакă, паллах, савăнтарать, умма лартнă тĕллевсене кал-кал пурнăçлама май парать.

Пирĕн территори пайĕ Патăрьел муниципалитет округĕнче чи пысăкки. Çавăнпа та кашни çулах пуçарулăхпа ялсенче мĕнле те пулин ырă улшăну тума тăрăшатпăр. Иртнĕ çул, сăмахран, пысăках мар Тутар Тимеш ялĕнчи Набережная урама халăх хастарлăхĕпе çула вак чул сарса тирпейлерĕмĕр. Маларах яла кĕрекен аслă çула асфальтлă çулпа çыхăнтарчĕç. "Эльбрус" подряд организацийĕ ялти Школьная урама 1,7 çухрăм асфальт сарса пачĕ. Ырă улшăнусем ял халăхне савăнтараççĕ. Сăмах май каласан, çак ял хăтлăхĕшĕн, унăн малашлăхĕшĕн Камиль Салихов фермер, вăлах ял старости те питĕтăрăшать.

Пуçарулăх программи чăнах та тăван ялшăн пĕр çын пек кар тăрса тăрăшмалли ĕç меслечĕ пулса тăчĕ. Кăçал, акă, çак меслетпе Козловка-Пăлаккассисем хастар ĕçлерĕç. Нумай пулмасть çеç Николаев урамĕнчи, масар патне каякан çула тирпейлерĕç. Çамрăк та хастар староста Владимир Осипов йĕркелесе ертсе пынипе ял çыннисем хушма укçа-тенкĕ пуçтарса масар çуртне малалла тăсса тепĕр хуралтă туса лартрĕç. Малашлăхра вăйсене пĕрлештерсе вĕсем ял чиккине илемлĕ стела вырнаçтарасшăн. Мир урамне çутă кĕртесси те çывăх вăхăтра тумалли ĕç.

Халăх хастарлăхĕпе кашни ялтах тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. Ку тĕлĕшпе Анат Туçасене уйрăммăн та палăртса хăварас килет. Ял халăхĕн ăнланулăхĕпе, пурте пĕр шухăшлă пулса кар тăнипе вĕсем масар территорине хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттерчĕç, малашне те çак ыйтупа ĕçлеççĕ. Çакна кăçал муниципалитет округĕнче масарсене тĕрĕслеме тухнă комисси те ырă енчен палăртса хăварчĕ. Хамăрăн тăванăмăрсем канлĕх тупнă вырăна хирĕç вырнаçнă масар çуртне, часовньăна, унăн территорине питĕ таса та тирпейлĕ тытса тăраççĕ.

Хальхи вăхăтра кунта мĕнле кăна çеçке ешермест-ши! Çак вырăнтах Анат Туçасем автомашинăсене лартмалли ятарлă вырăн тăвасшăн, кунта килекен çулне те сарасшăн. Сăмах май каласан, пуçарулăхпах Тури Туçасемпе Тутар Тимешпе Кĕçĕн Шăнкăртамсем те масар патне пыракан çула тирпейлеме палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн муниципалитет округĕнче те вырăнсенче самоуправленин общество территорийĕсене (ТОС) йĕркелес ĕç вăй илсе пырать. Çакнашкал самоуправлени пирĕн Вăтаел ялĕнче те йĕркеленнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - çак территоринчи хăтлăхпа, халăхăн пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă вырăнти шайри проблемăсене татса пама пулăшасси. Çак çĕнĕлĕхе вăя кĕртни те Вăтаелсене чылай ыйтăва çăмăллатма май парĕ.

 Алена МАЛЬЦЕВА, Туçа территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика