Ялсем хăтлăланаççĕ, çĕнĕ объектсем хута каяççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2025, 22:23 Просмотров: 263

Юлашки çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсем палăрмаллах капăрланчĕç, хăтлăланчĕç. Территори пайĕсенче инфратытăм çĕнелсе, илемленсе, халăхăн пурнăçĕ ырă енне улшăнса пырать. Акă, хальхи вăхăтра та Патăрьел муниципалитет округĕ хăйне евĕр "строительство лапамĕ" пулса тăчĕ темелле. Кашни ялта тенĕ пекех тĕрлĕрен программăпа, халăх пуçарулăхĕпе строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Çак ыйтупа тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, строительство, пурăнмалли çурт-йĕр тата çул-йĕр хуçалăх пайĕн начальникĕпе Равиль Фарахутдинович Ямалетдиновпа тĕл пулса калаçрăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл строительство ĕçĕсем пирки:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев строительство отраслĕ çынсен пурнăç хăтлăхĕн хальхи стандарчĕсене тивĕçтернине тăтăшах палăртса калать, ку тĕлĕшпе вырăнти муниципалитетсене патшалăх енчен пулăшса пырать.

Паян Патăрьел муниципалитет округĕнче те строительство енĕпе хĕрỹ ĕç вĕрет. Мĕн пурĕ 20 ытла объектра хамăр пурăнакан тăрăха хăтлăлатас тĕлĕшпе тĕрлĕрен ĕçе пикеннĕ. Вĕсенчен çурри çул-йĕр ыйтăвĕпе çыхăннăскерсем. Ĕçсем федераци, республика, муниципалитет программисемпе пурнăçланса пыраççĕ. Акă, федерацин хула хăтлăхĕн программипе Патăрьелĕнчи массăллă кану вырăнне - парка - тирпейлесе пĕтертĕмĕр. Çак илеме, хăтлăха пĕрлехи вăйпа упрасси, сыхласси çеç юлать. Кивĕ Катекре ФАП территорине тирпейлес ĕç пырать. Çывăх вăхăтра Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул территорине те хăтлăлатмалла.

Хальхи вăхăтра Шăнкăртамра физкультурăпа сывлăх комплексĕ çĕкленет. Ĕçсене "Строитель ПЛЮС" подряд организацийĕ пурнăçлать. ФОК 2987 тăваткал метр лаптăкра пулмалла. Проектпа пăхса хăварнă тăрăх унта тренажер, фитнес, аэробика залĕсем, универсаллă вăйă залĕ тата ытти пулмалла. Объекта çитес çулхи ноябрьте хута яма палăртнă.

 "Вăрăм тата хастар пурнăç" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Ыхра Çырминче врач амбулаторине тума пикеннĕ. Вăл 2 пин ытла çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăракан сиплев учрежденийĕ пулĕ. Ĕçсене кĕркунне вĕçлемелле. ФАПсем пирки пĕтĕмлетсе калас пулсан, Кивĕ Катекре унăн ĕçне вĕçленĕ, Çĕньялта, Вăрманхĕрри Шăхалĕнче, Анат Туçара ФАПсемпе врач амбулаторийĕсене капиталлă юсас ĕç пырать, июнь уйăхĕнчех Турханта врач амбулаторине, Чăваш Ишекĕнче ФАП тума пикенмелле.

Чăваш Республикин "Культура" наци программипе культура çурчĕсем тăвас тата вĕсене юсас ĕç те ăнăçлă пулса пырать. Хальхи вăхăтра Татмăшра 49 вырăнлă ку чухнехи хăтлă çĕнĕ клуб тăваççĕ. Подрядчик ĕçе паянхи евĕр кал-кал йĕркелесе пырсан ăна кĕркуннеччен маларах та хута яма пулĕ. Çав вăхăтрах Кзыл Камышпа Пỹртлĕре, Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системинче республика программипе культура çурчĕсене юсаççĕ.

Çулсеренех тĕрлĕрен программăпа шулсене, ача сачĕсене çĕнетес тĕлĕшпе те тимлетпĕр. Паян Турханти, Нăрваш Шăхалĕнчи, Первомайскинчи, Пăлапуç Пашьелĕнчи шкулсенче çурт тăррине е кантăкĕсене çĕннипе улăштарас ĕçсем пыраççĕ.

 Çавăн пекех Патăрьелĕнчи каяш шывсене тасатакан сооружение реконструкцилесси те муниципалитет округĕнчи тĕп строительство объекчĕсенчен пĕри. Çак ĕç Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе пикеннĕ. Сăмах май каласан, Шăнкăртам, Патăрьел ялĕсенче шыв кĕртес ыйтупа подряд организацийĕсене палăртма конкурс пуçланнă.

Ял хăтлăхне чăн малтанах пуянлатаканни - тирпейлĕ те пахалăхлă çул-йĕр. Муниципалитет округĕнче çак ыйтупа çулсеренех калăпăшлă ĕçсене пурнăçласа пыратпăр. "Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çул-йĕр" республикăри, муниципаллă программăпа, çавăн пекех Чăваш Республикинчи пуçару бюджечĕпе ялсенчи урамсемпе тăкăрлăксем хăтлăланса пыраççĕ. Кăçал çеç Тури Туçаран Вăтаелне каçакан, Çĕнĕ Ахпỹртри, Алманчăри хăш-пĕр урамсене хăтлăлатрăмăр. Çак кунсенче çеç Патăрьелĕнчи тĕп больница енне кĕрекен Мир урамĕнчи çула тирпейлесе асфальт сартăмăр. Çывăх вăхăтрах Вăрманхĕрри Шăхалĕнче, Кĕçĕн Патăрьелĕнче, Тăрăнта, Турханта, Çĕньялта та урамсене çул сарас ыйтупа ĕçлеме пикенмелле. Урăхла каласан, çуллахи вăхăтра строительство ĕçĕсем тата ытларах çивĕчленеççĕ.

 Альбина ЕГОРОВА çырса илнĕ.

Цитата Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

- Пуçаруллă бюджетировани кирлĕлĕхĕн тĕслĕхĕ пирки. Вăл çынсен хастарлăхне, чи кирли, вĕсем хăйсем пурăнакан вырăнсенчи пурнăçа лайăхлатас шухăшлă пулнине кăтартать. Юлашки 5 çулта граждансен пуçарăвĕсем çинче никĕсленекен 5218 проекта пурнăçланă, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 5 миллиард та 800 миллион тенкĕпе танлашнă. Çав шутра пĕлтĕр кăна 1477 проекта 2 миллиард та 200 миллион ытла тенкĕлĕх пурнăçланă. Кăçал валли конкурс урлă пĕтĕмĕшле хакĕ 3 миллиард та 300 миллион тенкĕлĕх 1555 проект иртнĕ. Çакă эпир конкурса хутшăнма патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă сасăламалла тунине, çавăн пекех документсене "Чăваш Ен-онлайн" информаци системипе усă курса памалла тунине пăхмасăр пулса иртет. Урăхла каласан, çынсем хăйсем пурăнакан вырăнти пурнăçа лайăх еннелле улăштаракан чăн-чăн ĕçсене, конкретлă результатсене курасшăн.

(ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран)

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика