Кзыл Чишмара хăтлă кану вырăнĕ пулĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2025, 22:20 Просмотров: 116

ЮЛАШКИ çулсенче Патăрьел муниципалитет округĕнче тăван ял малашлăхĕшĕн чун-чĕререн тăрăшакан хастарсен пуçарулăхĕпе чылай пархатарлă ĕçсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Акă, çак кунсенче çеç Кзыл Чишма ялĕнче хăтлă парк тума тытăннă. Унăн пуçаруçи тата спонсорĕ - Патăрьел муниципалитет округĕн хисеплĕ гражданинĕ, çак ялта çуралса ỹснĕ хастар Гузелия Мухарямовна Сафина. Проектпа килĕшỹллĕн кунта мемориал комплексĕ пулмалла, çак территорие хăтлăлатса йывăç-курăк лартмалла, ача-пăча тата спорт лапамĕ, тротуарсем, ларса канма илемлĕ саксем тата ытти те пулмалла.

 Çакна та палăртма кăмăллă. Унăн ыркăмăллăх пулăшăвĕпе Кзыл Чишма ялĕ çулсеренех хăтлăланса пырать. Тăван ял çыннисем валли пуçăннă черетлĕ ырă ĕçшĕн ентешсем ăна чун-чĕререн тав тăваççĕ

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика