Хаваслă иртет

Категория: Публикации Опубликовано: 06.06.2025, 21:43 Просмотров: 203

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун муниципалитет округĕнчи 14 вĕренỹ учрежденийĕнче 800 ытла ачалăх шкул çумĕнчи лагерьсем ĕçе пуçăнчĕç. Э.Феизов профессор ячĕллĕ Шăнкăртамри вăтам шкулта çуллахи каникул вăхăтĕнче пĕрремĕш сменăра 80 ача канать. Вĕсем 4 отряда çỹреççĕ. Воспитательсем çирĕплетнĕ. Лагерь начальникĕ Сериня Камалетдинова ачасен канăвне интереслĕ те туллин йĕркелесси пирки каларĕ. Экскурсисене, музейсене тухса çỹреççĕ. Тĕрлĕ конкурс ирттереççĕ. Миляуша Валиуллинапа Гельсу Куртлюкова ертсе пынипе ку хутĕнче ачасем Патăрьелĕнче пулчĕç. Çула май пушар чаçне те çитрĕç.

 Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика