Тăван енех чун туртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.06.2025, 21:40 Просмотров: 142

Муниципалитет округĕнчи 9,11 классенчен вĕренсе тухакан кашни ачанах малашлăх пурнăçĕ интереслентерет. Чылайăшĕ пĕлĕвне вăтам шкулсенче малалла пухма ĕмĕтленет. Алла аттестат илекенсенчен аслă шкулсене çул тытас текенсем те сахал мар. Ачасемпе шкулта вĕреннĕ вăхăтрах кĕçĕн класранах килĕшекен професси суйласа илес тĕлĕшпе тăтăшах калаçу ирттеретпĕр.

 Вăхăтĕнче эпĕ те çавах пулнă. Анне - вĕрентекенччĕ. Манăн та ун пек пулас килетчĕ. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физикăпа математика факультетне çул тытрăм. Диплом илсен ĕçе тĕп хулари 44-мĕш лицейре пуçăнтăм. Питĕ пултаруллă ачасем вĕренетчĕç унта. Вĕсем республика шайĕнчи олимпиадăсенче çĕнтеретчĕç.

Класс ертỹçи пулма та çирĕплетрĕç. Çитĕнекен ăрупа та, ашшĕ-амăшĕпе те пĕр чĕлхе тупнăччĕ. Анчах чун ялах туртрĕ. Икĕ çултан Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ĕçе пуçăнтăм. Вĕренỹ çурчĕ нихăш енĕпе те япăх мар хуларинчен. Тĕпрен юсаса çĕнетрĕç ăна.

"Агрокласс" проекта хутшăннă май шкулта физика предметне тарăннăн вĕрентетпĕр. Пĕлỹ пухма лаборатори никĕсĕпе оборудованисем çителĕклех. Ачасем кăткăс задачăсене шутлама хăнăхаççĕ. Çакна хăш-пĕр çитĕнỹсем те çирĕплетеççĕ. Тест ыйтăвĕсене хуравласа ачасем 100-шер балл пухаççĕ. Вĕсене кайран малалла аграри университетне вĕренме кĕрес пулсан стипенди хушса тỹлеççĕ.

Шкулта физикăпа цифрлă лаборатори те пур. Вăл ĕçре пысăк пулăшу кỹрет.

Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче эпĕ 7-11 классенче физика урокĕсене ирттертĕм. Улттăмĕшсен - класс ертỹçи. Професси конкурсĕсене ирттертĕм. Квалификацие ỹстерекен курссене çỹретĕп.

Манăн тĕллев - пурнăç çулĕ çине тухакан выпускниксене ытларах физика предмечĕпе патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тытма явăçтарасси, ун пек чухне вĕсем техника пĕлĕвĕ паракан аслă шкулсене вĕренме каяссине суйласа илĕç.

Диня ТУМАКОВА

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика