Ĕç хаклавĕ - вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 06.06.2025, 21:39 Просмотров: 153

Ĕçлĕ пурнăçа эпĕ хам вĕренсе тухнă Шăнкăртамри Э .Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкултах пуçларăм. Канашри педагогика училищинчен пуçламăш классене пĕлỹ паракан учитель дипломĕпе килтĕм. Малалла вара куллен аталанса пымаллине те туйрăм. Çавна шута илсе тата пĕлĕве тарăнлатас тĕллевпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕтĕм.

Пуçламăш классене вĕрентекен ача тавракурăмне аталантарма çеç пулăшмасть. Çитĕнекен ăрăва вулама, çырма, шутлама вĕрентни те çителĕксĕр. Вĕсене ырă чунлă, çирĕп кăмăллă, яваплăха туйма та хăнăхтармалла, пултарулăхне аталантармалла. Йывăр вăхăтра пулăшмалла, çитĕнĕвĕсемпе савăнмалла. Урăхла каласан чăн-чăн çын пăхса çитĕнтермелле. Класри кашни ача пĕрне-пĕри ăнланса ỹстĕр тесе тимлетĕп.

Ку чухнехи вĕрентекенĕн пурнăçпа тан пымалла. Хамăн пĕлĕве яланах ỹстерсе пыма тăрăшатăп. Квалификацие ỹстерекен курссенче пулатăп. Професси конкурсĕсене, семинарсене хутшăнатăп. Ку хутĕнче, акă, муниципалитет округĕнчи пуçламăш классене вĕрентекенсем манăн ĕç ăсталăхне пĕтĕмлетрĕç. Кăмăллă та. Çакă вĕрентекене тата ытларах тĕпчев ĕçне хутшăнма та явăçтарать. Вĕрентỹ процесне çĕнĕ мелсемпе технологисем кĕртме май парать.

 Манăн ĕç - чун туртăмĕ. Çитĕнекен ăрăва воспитани парассине тỹпе хывма пултарнишĕн хĕпĕртетĕп те. Кашни ачан пултарулăхне уçса пама тăрăшатăп. Ĕçĕме ытти вĕрентекенсем тишкерни çĕнĕ мелсемпе усă курма ыйтать. Ăсталăх отчетне эпĕ презентаципе кăтартрăм. Ĕç кăтартăвне вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем пурри те пуянлатрĕ .

Гельнара ПАЗЮКОВА, аслă категориллĕ вĕрентекен

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика