Вĕренỹ çулĕ вĕçленчĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсен каникул пуçланчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн 4 класне çỹренисем кружок занятийĕн пĕтĕмлетĕвне "Ровесник" лапамра турĕç. Кадетсен кураторĕ Владимир Паймуллин маларах ачасене шывра кĕсменсене мĕнле тытмаллине, авăсса ишмеллине вĕрентнĕччĕ. Çак ĕçе командăпа пурнăçлама хăнăхтарнăччĕ. Халĕ вара практика занятийĕнче туса пăхрĕç.
4 çул кураторпа сисĕнмесĕр иртрĕ. Владимир Ильич яланах ачасен çумĕнче пулма тăрăшрĕ.
Кашни ача хăйне-хăй шанма хăнăхрĕ. Çумра аслă юлташĕсем пурри вĕсене патриотла воспитани илме пулăшрĕ. Владимир Паймуллин çĕршыв хỹтĕлевçисем çинчен каласа кăтартатчĕ.
Ирина ЯЛУКОВА, класс ертỹçи
Июль 2025 |